29 августа 2015 г.
Хаклӑ ачасем! Хисеплӗ вӗрентекенсем тата ашшӗ-амӑшӗ!
Сире Пӗлӳ кунӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳҫулӗ пуҫланнӑ ятпа пӗтӗм чун-чӗререн саламлатӑп!
Вӗренӳӗҫӗ яланах патшалӑхӑн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулнӑ, ку вӑл халӗ те ҫаплах. Юлашки ҫулсенче ун валли палӑртакан тӑкаксен статйи чи пысӑкки шутланать: паян вӑл Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ бюджечӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайне яхӑн.
Кӑҫал шкулчченхи вӗренӗве ҫӗнетмелли питӗ пысӑк программӑна пурнӑҫласси вӗҫленет. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗсем курӑмлӑ – ачасем валли 22 пине яхӑн ҫӗнӗ вырӑн уҫнӑ, шкулчченхи вӗренӗвӗн ку чухнехи инфратытӑмне йӗркеленӗ. Ача сачӗсенче бассейнсем, хальхи вӑхӑтри интерактивлӑ хатӗр-хӗтӗрпе пуянлатнӑ физкультурӑпа музыка залӗсем, ӑс-пуҫа кантармалли тата логопед пулӑшӑвӗ паракан пӳлӗмсем, тӑварпа сиплекен шахтӑсем, саунӑсем, фитобарсем, автохуласем тата ыт.те пур.
Палӑртма кӑмӑллӑ: пирӗн республикӑра тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ шкул ачисен йышӗ пысӑкланать. Кӑҫал 14 пине яхӑн ачашӑн йӗс шӑнкӑрав пуҫласа янӑрать. Ҫак ырӑ туртӑма шкул инфратытӑмне аталантарнӑ чухне шута илӗпӗр.
Шкула пуҫласа каякан ачасемшӗн пӗрремӗш вӗренӳҫулӗ яланах чи пӗлтерӗшли шутланать. Вӑл мӗнлерех йӗркеленни, мӗнле пулӑмсемпе асра юлни тата мӗнлерех кӑмӑл-туйӑм парнелени ытларах чухне кашни ачан пуласлӑхӗн ӑнӑҫлӑхне палӑртать. Кунта вӗрентекен пӗлтерӗшӗ малти вырӑна тухать, ун умӗнче паян принциплӑ урӑх тӗллевсем тӑраҫҫӗ: вӗсен шутне пӗлӳ пани кӑна мар, малашнехи пурнӑҫра кашни ачах хӑйӗн ӑс-халӗпе туллин усӑ курма пултартӑр, ҫӗршывшӑн тивӗҫлӗ гражданин пулса ҫитӗнтӗр тесе ӑна ӑс пухма вӗрентесси те, унӑн пултарулӑхне май килнӗ таран ытларах уҫма пулӑшасси те кӗреҫҫӗ.
Республикӑра ҫакӑн валли пӗтӗм майсем пур. Мӗн пур шайри вӗренӗве пӗрлештерсе тӑракан професси суйласа илмелли тухӑҫлӑ тытӑм туса хунӑ, ӗҫ профессийӗсем тупма пулӑшакан нумай профильлӗ центрсем уҫнӑ. Ҫакӑ ачасене ҫамрӑклах тӗрлӗ професси вӑрттӑнлӑхӗпе паллашма тата хӑйсемшӗн ӑна тӗрӗс суйласа илме, професси вӗренӗвӗн тытӑмне вара пысӑк ӑсталӑхлӑ специалистсем хатӗрлеме мал ӗмӗтлӗ студентсене вӗренме йышӑнма май парать.
Шанатӑп: эпир пӗрлехи вӑйпа малашне те, кашни хӑй вырӑнӗнче кирлӗ пек ӗҫлесе, вӗренӳ тытӑмӗшӗн, кашни вӗренӳ учрежденийӗшӗн, вӗрентекенсемшӗн, ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗшӗн нумай ӗҫ тума пултарӑпӑр.
Пӗтӗм чунтан ҫамрӑк ӑрӑва пӗлӳ тӗнчинче кӑсӑк ҫул ҫӳрев, вӗрентекенсене, воспитательсемпе преподавательсене – хастар кӑмӑл тата ҫирӗп сывлӑх, ашшӗ-амӑшне вара – пысӑк ӑспа чӑтӑмлӑх сунатӑп.
Пӗлӳ кунӗ ячӗпе сире!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан М. Игнатьев.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)