АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен _ ачасене çунат паракан

29 августа 2015 г.

Августăн 25-мĕшĕнче районти педагогсем çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчи тĕллевсене палăртма, иртнисене пĕтĕмлетме Патăрьелĕнчи культурăпа кану керменне "Районти профиллĕ вĕрентỹ: çивĕч ыйтусем тата малашлăхĕ" темăпа иртекен конференцине пуçтарăнчĕç. Меропоиятие район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăваш Паташлăх Канашĕн депутачĕсем О. Мешковпа П. Никифоров, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн канашçи, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин наукисен тава тивĕçлĕ деятелĕ Л. Кураков, ял тăрăх пуçлăхĕсем, педагог-ветерансем хутшăнчĕç.

Канашлу темипе район администраци пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ В. Осипов доклад турĕ. Ун хыççăн сăмах район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов илчĕ. Вăл учительсене çитес уявпа саламланă май ĕçре хастарлăхпа ăнăçу, килĕшỹ сунчĕ.

Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче районта 4225 ача парта хушшине ларĕ, вĕсенчен 415-шĕ пĕрремĕш хут шкул алăкне уçса кĕрĕç. Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ пĕлỹ парассишĕн 516 педагог тăрăшать.

Вĕсем ертсе пынипе вĕренекенсем тĕрлĕ шайри олимпиадăсене, конкурссене хастар хутшăнаççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче районĕпе çирĕмĕн малти вырăнсене йышăннă: регионта пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадинче _ 19 тата пĕтĕм тĕнчери олимпиадăра тутар чĕлхипе тата литературипе пĕр ача çĕнтернĕ. Çавăн пекех дистанци олимпиадисен конкурсĕсенче 3600-ĕн чи вăйлисен шутне кĕнĕ, çакă малтанхи çултинчен 1300 ытларах.

Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне те выпускниксенчен 96 проценчĕ ăнăçлă тытнă. Уйрăмах вырăс чĕлхипе тата литературипе, географипе пысăк балсем пухнă.

Шкулсенче чи пултаруллă вĕренекенсене хавхалантарасси те йăлана кĕнĕ. Юлашки виçĕ çулта 15 ача район администраци пуçлăхĕн, виççĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине илме тивĕçнĕ.

Патшалăх пĕлỹ илекенсене ăс пухма пĕтĕм услови туса пама тăрăшать. Районти шкулсен 93 процентне учебниксем тата пособисем панă. Çавăн пекех 36 ялти 900 ытла ачана 13 шкула 19 автобус илсе çỹрет.

Педагогсем хăйсем те ĕмĕр тăршшĕпех вĕренеççĕ, пĕлĕвне, тавракурăмлăхне тĕрĕслеççĕ. "Династия" тата "Современное Естествознание" фондсем пĕрле пĕтĕм Раççейри биологи, математика, физика, хими учителĕсем хушшинче йĕркеленĕ конкурсра "Наставник будущих ученых" номинацинче химипе биологи вĕрентекенĕсем Е. Красновăпа Ю. Иванов çĕнтернĕ.

Республикăри "Самый классный классный" конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕпе Шăнкăртамри Э. Феизов профессор ячĕллĕ шкулти Ч. Ишмуратова çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕ пултаруллă çамрăксене ăнтăлушăн паракан премине те тивĕçнĕ. Çавăн пекех районти "Чи лайăх çамрăк специалист" конкурсра "Вĕрентĕвĕн чи лайăх çамрăк ĕçченĕ" номинац

инче мала тухнă. Чулпан Минхарисовнăпа пĕр пĕлỹ учрежденийĕнче тимлекен Г. Махмутова республикăри "Çулталăкри педагог-психолог" конкурсăн лауреачĕ пулнă. "Çулталăк учителĕ" професси ăмăртăвĕнче Алманчăри вăтам шкулти М. Горбунова çĕнтернĕ.

Вĕрентекенĕн ĕçĕ çăмăл мар. Чăтăмлăх та, ăнланулăх та питĕ нумай кирлĕ. Хăш-пĕр чухне ашшĕ е амăш, тухтăр вырăнĕнче те пулма тивнине палăртрĕç конференцине хутшăннă Л. Кураков, О. Мешковпа П. Никифоров. Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшма сунчĕç.

Çулталăкра пĕрре пулакан конференцинче пултаруллă, тăрăшуллă, хăйсен профессине чунтан парăннă вĕрентекенсене Раççей, республика, район шайĕнчи Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе хавхалантарчĕç. Н. Глухов район администраци пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисене свидетельствăсем пачĕ.

О. Павлова.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика