29 августа 2015 г.
Правительствăпа республикăра пурнăçлакансем хушшинчи диалог Чăваш Республикине малалла аталанма пулăшни çинчен пирĕн хаçата Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Михаил Игнатьев каласа парать.
_ Михаил Васильевич, паян именмесĕрех калама пулать: пирĕн Чăваш Енре малашлăха шанăçпа пăхмалли кăна мар, мăнаçланмалли сăлтавсем те пур. Анчах эсир ăнăçусем пирки мар, малашлăх тĕллевсем çинчен калаçмалла тетĕр. Вĕсенчен хăшĕсем чи çивĕч ыйтусем?
_ Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, ĕç укçине ỹстересси, хаклă мар çурт-йĕр строительстви, лайăх медицина пулăшăвĕ, ялсенчи ĕçлемелли тата йĕркеллĕ пурăнмалли майсем _ çак çул-йĕр çинчи лайăх кăтартусем Чăваш Ене аталанма, пирĕн граждансене малашлăха шанма пулăшаççĕ.
Çав вăхăтрах çакна та туятăп: асăннă ыйтусене татса панипе пĕрлех çынсем хăйсен ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕрех пуласса кĕтеççĕ. Обществăна пархатарлă улшăнусем хăвăртрах кирлĕ, çавăнпа влаç ĕçĕ тĕлĕшпе те требованисем çирĕп. Акă мĕншĕн социаллă пурнăçпа экономикăри анлă тĕллевсемпе пĕрлех эпĕ тепĕр çул-йĕре те куратăп _ ăна татса парасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иккĕленместĕп: хамăрăн регионта пурăнакансемпе тачă çыхăну тытмасан, вĕсемпе хутшăнмасан социаллă пурнăçпа экономикăри чи малтан пурнăçламалли проектсем те лакса ларĕç.
Республика ертỹçинче пилĕк çул ĕçлетĕп, çак тапхăрта пĕрлехи управлени процесне, ăнăçу пултăр тесе йышăнусем тумалли пĕрлехи ĕçе пуçаруллă çынсене явăçтарсан пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ нумай ыйтăва хăвăртрах тата тухăçлăхрах татса панин тĕслĕхĕсене пайтах курнă. Çавăнпа та эпĕ регионăн влаç органĕсен ĕç-хĕлĕнче çак çул-йĕре упраса хăвармалла кăна мар, палăрмаллах вăйлатмалла тесе шухăшлатăп.
Эпир те _ халăхран
_ Чиновник халăхран инçе _ çак шухăша темиçе çул каялла кăна-ха республикăра пурăнакан ахаль çынсем те, чиновниксем хăйсем те йĕркеллĕ тесе йышăннă. Çирĕпленнĕ стереотипа мĕнле улăштарасшăн?
_ Влаçа килсен хăшĕсем хăйсем регионăн ыттисемпе пĕр шайри çыннисем пулнине маннине эпĕ хам та пĕрре кăна мар курнă.
Эпĕ çак лару-тăрăва тĕпрен улăштарма тĕллев лартрăм. Правительствăн хăйĕн кашни утăмне уçă та ăнланмалла тумаллаччĕ. Паян халăх çивĕч ыйтусене çĕнĕлле татса панине курасшăн. Пирĕн çынсем кĕтнине шута илмеллех.
Ку енĕпе нумай ĕç тунă ĕнтĕ. Эпĕ, министрсем, патшалăх тытăмĕсен ертỹçисем республикăри хуласемпе районсенче пурăнакансемпе, предприятисемпе организацисен ĕçченĕсемпе эрнесерен курнăçатпăр. Çакă çынсем мĕнле пурăннине курма кăна май памасть. Чи малтанах çынсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене илеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсемпе уççăн калаçатпăр, мĕн пур ыйтăва чуна уçса хуравлатпăр.
Юлашки икĕ çулта кăна эпĕ республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче çынсемпе пине яхăн тĕл пулу ирттернĕ. Пур çĕрте те диалога хатĕр çынсене куратăп, вĕсем ыйтусем параççĕ кăна мар, хăйсен пурнăçĕнче тухса тăракан çивĕч ыйтусене татса памалли вариантсене те сĕнеççĕ.
_ Апла пулин те кашнинпе уйрăммăн тĕл пулса кăна пурин пе те калаçаймăн...
_ Паян, пысăк технологисен ĕмĕрĕнче, унран пăрăнса иртме май çук тенипе килĕшетĕп. Ку енĕпе те май пур мĕн пур сервиспа усă курма тăрăшатпăр. Тĕслĕхсен шутĕнче _ Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн ларăвĕсен он-лайн трансляцийĕ, ĕçлеме пуçланă "Халăх тĕрĕслевĕ" портал.
Паллах, хастарлăх ытларах кирлĕ. Çавăнпа та хам енчен пĕрлехи пĕр-пĕр социаллă сеть йĕркелеме сĕнетĕп, вăл чи çивĕч ыйтусемпе республика влаçĕсене паракан сĕнỹсене, çав ыйтусене татса памалли майсене палăртмашкăн республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене çывăха илекенсене пĕрлештерме пулăшĕччĕ.
Пирĕн пĕрлехи çурт
_ Диалог пирки калаçатпăр-тăк _ республикăра пурăнакансене информаципе тивĕçтерни кăна çителĕксĕр, йышăнусем тунă чух вĕсен шухăшне те шута илмелле. Сирĕн çакнашкал çыхăну опычĕ пур-и?
_ Тĕп ыйтусемпе йышăну тунă чух республика Правительстви тахçанах "укçа шăплăха юратать" принципран çĕнĕ "бюджетăн мĕн пур тăкакне сỹтсе явмалла" постулат патне куçнă ĕнтĕ. Çакă Чăваш Енре пурăнакансем республика Пуçлăхĕн çулленхи Çырăвĕ валли сĕнекен наказсене хатĕрлессине те пырса тивет. Документ хатĕрленĕ чух ман пата килекен ыйтусен шучĕ çуллен ỹссе пырать. Малтанхи вăхăтра вĕсем тĕпрен илсен критика сĕмĕллĕччĕ, юлашки икĕ çулта вара лару-тăру палăрмаллах улшăнчĕ. Хăйсен сĕнĕвĕсенче çынсем ытларах чухне усăллă шухăшсем, вăл е ку ыйтусене татса памалли канашсем параççĕ. Çакă пирĕн çынсем влаçа ытларах шанма пуçланине, регион администрацийĕн ĕçĕ уçăрах пулнине çирĕплетет.
_ Общество палатисем текен тытăмсем те паян курăмлă. Çак тытăмсен пĕлтерĕшне мĕнлерех куратăр?
_ Ку _ республикăра пурăнакансемпе тỹрĕ калаçу йĕркелемелли пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр çул-йĕр тесе шухăшлатăп. Çыхăнăвăн çак мелĕ чиновниксен ĕçĕн тухăçлăхне ỹстерет, мĕншĕн тесен политиксем альтернативлă шухăша илтеççĕ, эппин, кашни ыйтăва тĕрлĕ енчен тишкерме пултараççĕ. Паллах, чи малтанах эпĕ муниципалитетсенче тата министерствăсенче ĕçлекен общество палатисем пирки калатăп. Çак тытăмсен пĕлтерĕшĕ хальлĕхе пур çĕрте те пысăк марри _ урăх калаçу.
_ Çавнашкал канашсен ĕçĕн механизмĕ мĕнлерех пулмалла тесе шухăшлатăр?
_ Идеал шайĕнче общество канашĕсен влаçпа чиновник, общество тата муниципалитетра пурăнакансен хушшинчи конструктивлă диалог шăнăрĕ пулма тивĕç.
Унта районăн, поселокăн, хулан, ялăн çивĕч ыйтăвĕсене татса памалли сĕнỹсене хатĕрлемелле. Пĕлтерĕшлĕрех ыйтусене регион администрацийĕн е саккун кăларакан пухăвĕн шайне çĕклеме пулать. Çапла вара йышăнусем тумалли тытăм та улшăнма пултарать. Влаç ресурссем парĕччĕ, çынсем вара вырăнсенче вĕсене ăçта ярассине, хăш ыйтăва чи малтан татса парассине палăртнă пулĕччĕç. Халь чылай чухне хăш çулсене юсассине, подъездсене мĕнле тĕспе сăрлассине ытларах чухне администрацире татса параççĕ. Çынсенчен никам та ыйтмасть. Мĕншĕн тесен халăха мĕн кирлине пĕлтермелли кал-кал ĕçлекен тытăм çук.
Пирĕн çавнашкал йышăнусем тăвассине çынсене хăйсене шанмалла. Вĕсен проектсен кăтартăвне курмалла, пĕлмелле, укçапа мĕнле усă курнине, ĕç пахалăхне сăнаса тăмалла.
Çапла майпа эпир влаç вертикалĕнчен ерипен яваплăх вертикалĕн, обществăпа чиновниксен хушшинчи шанăç шайне куçăттăмăр. Регионта пурăнакан ахаль çынсен пурнăçне тỹрремĕнех пырса тивекен ыйтусем тĕлĕшпе те пулин.
_ Анчах халăхпа çапла питĕ çывăххи пуçа ыраттаракан хушма ĕç пулать-çке. Эсир çакна хатĕр-и?
_ Чиновникре ĕçлемешкĕн çăмăл тесе кам каланă вара? Çапла, влаçшăн _ пуçа ыраттаракан хушма ыйту. Анчах эпир çынсем пĕрлехи ĕçе явăçнине туясси пирки калаçатпăр-çке. Ыйтусене парсан кăна вĕсем пурнăçланаççĕ. Шупашкар хула администрацийĕ икĕ çул пурнăçлакан "Уçă хула" проект. Мэри ертỹçисем вырăнсенче _ хула микрорайонĕсенче _ пуринпе те куçа-куçăн тĕл пулаççĕ. Малтанхи тĕл пулусенче çынсен ыйтăвĕсенче япăххи ытларахчĕ. Çапла пулмасăр! Хăшĕсем, тен, чиновниксене çапла çывăх нихăçан та курман пуль. Анчах паян ытларах та ытларах чăн ыйтусене çĕклеççĕ, хулара пурăнакансем çакнашкал тĕл пулусем кирли, усăлли çинчен калаççĕ.
Влаçăн уççăн ĕçлемелле, чи кăткăс та кăмăлсăр ыйтусене хуравлама хăрамалла мар.Çакнашкал позици кăна тĕп тĕллеве _ республика çыннисен пурнăçне лайăхлатассине _ тỹрре кăларас тĕлĕшпе малалла çирĕппĕн утма пулăшĕ. Кăçал тĕл пулусен çакнашкал форматне Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисем те йышăнчĕç. Çынсем ертỹçĕсемпе картишсенчех курнăçаççĕ. Ман шухăшпа _ çакă республикăри мĕн пур муниципалитетшăн лайăх тĕслĕх пулмалла.
Çав хĕрарăмран çапла тумашкăн никам та ыйтман. Унăн çак картишĕнче пурăнакансене илемпе савăнтарас, ачасен чунĕсенче илем çуратса ăна упрамашкăн хăнăхтарас килет. Пирĕн "обществăн-тăк _ никамăн та мар" теме пăрахмаллине кăтартакан лайăх тĕслĕх.
Çакнашкалли те пайтах вĕт: бюджет шучĕпе çурта юсанă, анчах тепĕр уйăхранах унăн стенисене сăрăпа çырса вараланă, алăксене тăпăлтарса илнĕ, кантăксене ватнă, ача-пăча площадкине тустарса пĕтернĕ... Çурта, ача-пăча площадкине влаç пĕр хут йĕркене кĕртме пултарать. Малалла вара çурт хуçисен хăйсен пурлăхне пăхмалла, хуçа пулмалла. Унсăр пуçне, çакă влаçсемшĕн те сигнал _ кашни объект строительстви, кирек хăш ĕç общество ыйтнипе, ăна кирлипе пултăр.
Пĕрле ăнăçлăрах ĕçлĕпĕр
_ Апла-тăк _ влаç уççăнлăхĕ ытларах муниципалитетсен чиновникĕсенчен килет-и?
_ Çапла. Паян çакна куратпăр: ĕç пỹлĕмĕсемпе залсенче йĕркеллĕ диалог çук-тăк _ вăл урамсемпе пикетсене тухать, Интернетри йышлă уçă çырăва, республика ертỹçисен ячĕпе ыйтса çырнисене çаврăнать. Хут çинчи чи илемлĕ отчет та çынсен чăн хаклавне улăштараймĕ. Çавăнпа тивĕçлĕ тытăм йĕркелетпĕр. Çынсен çирĕп шанăç пулмалла: влаç вĕсене илтет, вĕсен ыйтăвĕсемпе нушине пĕлет.
Çакăнта вырăнти хăйтытăмлăх пĕлтерĕшĕ патне таврăнасшăн. Вырăнти влаç халăхпа чи çывăххи. Шăпах унăн тĕллевĕ _ кулленхи пурнăç хăтлăхне, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри пулăшу ĕçĕсен пахалăхне, ыттине тивĕçтересси, шăпах çакă пурнăç пахалăхне йĕркелет.
Республикăра пурăнакансемпе нумай тĕл пулни çинчен каларăм ĕнтĕ. Çав тĕл пулусенче нумай ыйту параççĕ, вăл е ку ыйтăва татса пама тархаслаççĕ. Пĕрлех çакна та куратăп: ыйтусенчен нумайăшĕ _ муниципалитетсен шайĕнче татса памаллискерсем. Шăпах районсен администрацийĕсенче çурт картишĕнчи çула асфальт сарассине е кивелнĕ лифта улăштарассине татса параççĕ. Ача пособийĕ тỹлессипе е саккунсăр çурт-хуралта пăсассипе çыхăннă йышăнусене те унтах тăваççĕ. Уйрăм çынсемпе курнăçса кăна республикăра пурăнакан мĕнпур çынпа калаçаймăн тесе тĕрĕс каларăр. Хăвăн компетенцие тỹрремĕнех кĕмен ыйтусемпе аппаланса ăнăçлă ĕçлеме çукки те паллă. Çавнашкал ыйтусем ман пата çитеççĕ-тĕк, эппин, муниципалитетсен чиновникĕсем ĕçлесе çитереймеççĕ.
_ Ку ыйтăва мĕнле татса парасшăн?
_ Кунта манăн эпир влаç вертикалĕн тытăмне лайăхлатас енĕпе тивĕçлĕ ĕç пурнăçлани çинчен калас килет. Паян Чăваш Енре бюджетсен хутшăнăвĕ тата муниципалитетсен регион пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ тĕлĕшпе тимлĕх пысăк уйăраççĕ. Управленин кашни çын пуçарулăхĕ çинче никĕсленекен тытăмне йĕркелеме тăрăшатпăр. Шăпах çавăнпа ял тăрăхĕсен, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен депутачĕсен витĕмĕ çуллен вăйланса пырать.
Юлашки çулсенче муниципалитетсемпе ĕçлемелли тытăма палăрмаллах улăштартăмăр. Чиновниксене аталану программисене хатĕрлеме хистетпĕр. Кашни ен хăйĕн обязательствисене пурнăçланине хам сăнаса тăратăп. Вăл е ку хулана, яла каймассерен халăха явăçтарса муниципалитетсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне уççăн обязательнăй майпа сỹтсе яватпăр.
Анчах çакна та йышăнмалла: пирĕн хуласен, ялсемпе поселоксен урамĕсем пурте кирлĕ пек таса мар-ха, юхăннă картишсемпе лаптăксем те, тĕрлĕ ыйтупа чиновниксем пирки çырнă çăхавсем те пур. Эппин, вĕсен ĕçне тĕрĕслесе тăрассине вăйлатмалла. Çак ыйтăва татса памалли çулсенчен пĕри _ Чăваш Ен Пуçлăхĕн республикăн кашни районĕнчи общество йышăну пỹлĕмĕсем. Унта муниципалитет территорийĕнче пурăнакан çынсем пулăшу ыйтма пымашкăн пултарĕччĕç. Татсах калам: общество йышăну пỹлĕмĕ муниципалитет влаçĕсене ылмаштармалла мар. Унăн тивĕçĕ _ çивĕч ыйтусене татса парассин уссине пысăклатасси. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсен вара çынсен çав пỹлĕме паракан ыйтăвĕсем чиновниксен шанса панă территорири ĕçне хакламалли элемент пулнине ăнланмалла.
_ Уйрăм çынсен чылай пуçарăвĕпе ыйтăвне, çав шутра общество йышăну пỹлĕмĕсене пыракан ыйтусене эсир хăвăр тĕрĕслесе тăнине пĕлетĕп. Ку тỹрремĕнех хăвăрăн ĕçпе çыхăннă тивĕçе пурнăçлама чăрмантармасть-и?
_ Эпĕ ытла хулăн тирлĕ пулма ĕлкĕреймен пуль-ха, шăпах çавскер чылай чухне чиновнике ахаль çынсенчен уйăрать. Çавăнпа йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсен нушине яланах çывăха илетĕп. Чăваш Енре кирек хăш ыйтăва татса панă чухне те пысăк йышпа ĕçленĕ. Шăпах çакă _ чи кирли. Тĕп принцип ансат пĕр сăмахра _ "пĕрле"!
Пирĕн Чăваш Ен пурăнмалли илĕртỹллĕ вырăн пултăр тесе пĕрле тăрăшмалла. Çавăнпа Правительство диалог валли уçă, республикăра пурăнакансемпе пĕрле ĕçлеме хатĕр. Пысăк çак ĕç кăтартăвĕ эпир, пирĕн ачасем, мăнуксем Раççейĕн чи илемлĕ регионĕнче пурăнни пулĕ. Çакнашкал пуласлăх чăнлăхпа килĕшсе тăрать.
Александр КУЗИН калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)