29 августа 2015 г.
Раççейĕн юстици министерстви 2014 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнче РФ ял хуçалăх министертвин 2014 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнчи 188 номерлĕ "Ветеринари ĕçченĕсен професси кунне уявласси çинчен" приказне регистрациленĕ. Çапла вара ветеринарсем хăйсен уявне августăн 31-мĕшĕнче палăртма пуçларĕç.
Хальхи вăхăтра патшалăх ветеринари службин тытăмĕнче темиçе пин специалист вăй хурать. Вĕсем ĕç влаçĕн федераллă органĕсенче тата вĕсене пăхăнса тăракан учрежденисенче (регионсем хушшинчи ветеринари лабораторийĕсенче, центрĕсенче, биофабрикăсенче, ятарлă подразделенисенче, территори управленийĕсенче, чикĕри тĕрĕслев пункчĕсенче), çар службисенче тата вĕсене пăхăнакан подразделенисенче, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи вырăнти лабораторийĕсенче, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцисенче, ветеринари лечебницисенче, участокĕсенче тăрăшаççĕ. Çавăн пекех вĕренỹпе наука сферинче (аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче, колледжсенче, наукăпа тĕпчев институчĕсенче), выльăх апачĕ тата эмелсем туса кăларакан предприятисенче тата ытти çĕрте те тимлеççĕ.
Районти патшалăх ветеринари службинче 32 специалист ĕçлет, вĕсенчен çирĕммĕшĕ аслă пĕлỹллĕ. Унсăр пуçне хуçалăхсенче тата 8 ветеринар пур. Вĕсем, тĕпрен илсен, Хусанти, Чĕмпĕрти ветеринари институчĕсенче вĕренсе пĕлỹ илнĕ. Вăрнарти, Пăвари ял хуçалăх техникумĕнче ăс пухнисем те нумайăн.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи халăхăн, ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен выльăхĕсене районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци, ветеринари 3 лечебници тата 9 участокĕ, пĕр лаборатори пăхса тăрать.
Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцине нумай çул П. Клычков, М. Тибайкин, Г. Платонов, М. Артемьев, В. Филимонов, А. Сапожников, Н. Чернышев ертсе пынă. Вĕсем кашниех районти ветслужба аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывнă, унăн пурлăхпа техника базине пуянлатнă.
Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен учрежденинчи Ренат Азизов, Искендер Богманов, Людмила Волкова аптека заведующийĕ, Шăнкăртамри ветлечебницăри Кеория Акишева ветфельдшер, Кзыл Чишмари ветучасток заведующийĕ Халимулла Хамматов, Аслă Чемен ветучастокĕнчи Светлана Михайлова 30 çул ытла тỹрĕ кăмăлпа вăй хураççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакан выльăх тухтăрĕсем пирки те ăш сăмах çеç калас килет.
Районти пур ветеринари специалисчĕсене, ветерансене Ветеринари ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Сире çирĕп сывлăх, тулли телей, ĕçре çитĕнỹсем, çемьере килĕшỹ, юрату тата тулăх пурнăç сунатăп.
Ăнăçу яланах сирĕнпе юнашар çỹретĕр, хисеплĕ ветеринари ĕçченĕсем!
Ветеринари работникĕсен хисеплĕ ĕçченĕсене район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов саламлать, çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунать.
П. Ефимов, районти выльăх чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)