02 сентября 2015 г.
Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн хăйсен пурнăçĕнче ĕç стажне 42,6 çул пуçтарнă арçынсем, хĕрарăмсем вара 37,6 çул пикенсе тăрăшнисем, кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕнчен "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята илме пикенчĕç. Ĕçпе пиçĕх- нĕ аслă ăрăва хисеплесси пирĕн районта та ăнăçлă пулса пырать. Ку таранччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи тĕрлĕ сферăра вăй хунă 400 ĕçчене ветеранăн удостоверенине панă. Иртнĕ эрнере çеç район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи 25, Сăкăтри 20 ĕç паттăрне çак ятпа ăшшăн саламланă, район экономикине пуянлатас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшнăшăн тав тунă.
Ветерансем те парăмра юлман, патшалăха, района ертсе пыракансем ял çыннин пурнăçне, çĕр ĕçченĕн пархатарлă ĕçне ăнланни малашлăхра та пысăк шанăç панине каланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)