02 сентября 2015 г.
Нумай пулмасть çеç-ха хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăра пĕтĕмлетнĕччĕ. Сисмерĕмĕр те, икĕ уйăх хыçа та юлчĕ. Хисеплĕ вулаканăмăра сентябрĕн 1-мĕшĕнчен районта тухса тăракан "Авангард" хаçата 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн унчченхи хакпах çырăнма май пуррине аса илтеретпĕр. Хакĕсем çапларах: почта урлă _ çур çулшăн 371,82 тенкĕ, "Союзпичет" киоскĕсенче тата альтернативлă майпа (редакцине килсе илмелли йĕркепе) çырăнсан _ 150 тенкĕ.
Кĕр мăнтăрĕ чылай ял çыннине хавхалану та, тупăш та кỹрет. Район хаçатне вăхăтра çырăнатăн _ шанчăклă пулатăн, çĕнĕ хыпарсемпе вăхăтра паллашатăн. Çавăнпа та ăна кая юлмасăр çырăнматăрăшăр.
"Авангард" хаçат редакцийĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)