АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурса хутшăнса

02 сентября 2015 г.

Чăваш наци конгресĕн вĕрентỹпе ăслăлăх комитечĕ, Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсен секцийĕ илемлĕ чăваш литературин классикĕ К. Иванов çуралнăранпа 2015 çулта 125 çул çитнине халалласа Чăваш Республикинчи тата Раççей Федераци субъекчĕсенчи мĕн пур чăваш ачисемпе "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" сăмахлăхпа ỹкерỹ пултарулăхĕн конкурсне ирттерчĕ.

Конкурсăн тĕп тĕллевĕ вара ачасене чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн, аслă поэтăн К. Ивановăн çынлăхне, пархатарлă ăсталăхне тата ырă енĕсене курма, вĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарасси пулчĕ. "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" литературăпа ỹкерỹ пултарулăхĕн конкурсне Чăваш Республикипе ун тулашĕнче пурăнакан 8-11 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕсен йышĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Т. Майорова, А. Хлебникова, А. Маков та пулчĕç. Татьяна вара (кăçал 11 класран вĕренсе тухрĕ) "Чи илемлĕ ỹкерчĕк" номинацире çуллă сăрăпа тăван çĕршывпа тĕнче культурине пысăк тỹпе хывнă К. Иванов хайлавĕсенчи геройсен ĕçне-хĕлне ỹкерсе-сăнласа парса иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çĕнтерỹçе диплом парса хавхалантарчĕç.

В. Федорова

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика