АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын йăнăшне эпир те тăвар мар

02 сентября 2015 г.

Иртнĕ вырсарникун кăнтăрла Çĕрпỹ районĕн право хуралĕн органĕсене Кăшаркасси ялĕнчен усал хыпар çитнĕ: пĕр хуçалăхри нỹхрепре тăватă çын виллине тупнă!..

Ĕçĕ-пуçĕ вара акă мĕнлерех пулса тухнă. Нỹхрепе хĕл каçма çĕрулми хума виççĕн аннă. Вĕсем хăйсене япăх туйнине курнă та тепри ялти тепĕр çынран пулăшу ыйтнă, хăй те вĕсене çăлма шăтăка анса кайнă. Кĕçех вăл та тăнне çухатнă... Нихăшне те çăлаймн.

Следстви çакна çирĕплетсе панă. Эрне каялла вĕсем нỹхрепе эрĕм антарса курăка шăши иленесрен çунтарнă-мĕн. Кайран унăн çăварне хупласа хунă, наркăмăшлă газа уçăлтарман. Вăл вара инкекпе вĕçленнĕ.

Хисеплĕ вулаканăмăрсем. Хальхи вăхăтра ялсенчи хушма хуçалăхсенче хĕрỹ ĕç пырать: çĕрулми, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр кăлараççĕ. Çын йăнăшне пирĕн тăвас марччĕ, пахчаçимĕçсене управа хунă чухне мĕнпур йĕркене çирĕп пăхăнасчĕ.

А. Николаева

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика