АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыттисемшĕн ырă тĕслĕх

02 сентября 2015 г.

Çут çанталăк парнеленĕ сарă çỹçлĕ, йăлтăр кулăллă, чĕкеç чĕлхиллĕ хĕрпе паллашни икĕ çултан та иртрĕ пуль. Çак тапхăрта эпĕ нихăçан та вăл начар кăмăлпа çỹренине, çынсемпе сиввĕн калаçнине илтмен. Ун пек пикесен, ман шухăшпа, шурă халат тăхăнса больницăра ĕçлемелле пек туйăнать. Вăл вара амăшĕн çулнех суйласа илнĕ. Шурă Шупашкарăмăрта аслă пĕлỹ илнĕ пулсан та ăна хăйĕн ытамĕнче хăварайман _ çамрăк яла, Патăрьелне, таврăннă.

Вальăн йĕкĕреш хăраххи Лена вара республикăн тĕп хулинчех тăрса юлнă. Шухăшласан _ тĕлĕнмеллле те пек: пĕр варта выртса пĕр кунта кун çути курнă çынсен те шăпи тĕрлĕрен...

_ 11 çулта чухне мĕнле професси суйласа илесси пирки шухăшлама пуçланăччĕ. Шкулта вăтам классенче вĕреннĕ чухне хама артистка, бухгалтер, психолог, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен вырăнĕнче кураттăм. Анчах манăн яланах çынсене пулăшас, тĕнчене хитререх тăвас килетчĕ. Аслă класра вара чуна çывăх ĕç суйласа илтĕм. Экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн ĕмĕте пурнăçлас тесе Шупашкарти Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине ветеринара вĕренме кĕтĕм, _ тесе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне В. Фролова. Тăван килтен пиллесе ырă сунса янине тĕпе хурса хĕр тăрăшса ăс пухнă, тăванĕсен шанăçне тỹрре кăларма тăрăшнă. Савăк та интереслĕ студент кунĕсем хăвăрт иртеççĕ çав. Валентинăшăн та 5 çул куç хупса илнĕ пек вĕçсе кайнă. Аллине диплом илнĕ хĕр аслă вĕренỹ заведенинче пухнă пĕлĕве ĕçре тĕрĕслес тесе тăван тăрăха таврăнать. Çамрăк районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцинче вăй хума пуçлать.

Кăшт вăхăт иртсен пурнăçăн анлă сукмакĕ Валентинăна район администрацине илсе çитерет тата та яваплăрах ĕçре тăрăшма хистет. 2013 çулта В. Фролова ял хуçалăх, экологи, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕнче вăй хума пуçлать. Малтанласа йывăрлăхĕсем те, тумхахĕсем те çителĕклех тĕл пулнă. Вĕсем вара хăш ĕçре çук? Çапла шухăшланă та тата тăрăшарах вăй хума пуçăннă. Ял хуçалăх предприятийĕсен пурнăçĕпе, фермăсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашнă май чунĕшĕн çаксем пурте çывăххине туять.

Çамрăкра _ вăй, кулă, çитĕнỹ... В. Фролова (сылтăмран пĕрремĕшĕ) район шайĕнче иртекен мерпоприятисене хаваспах хутшăнать. Ăна спорт ăмăртăвĕсенче те, юрă-ташăра та курма пулать. Обществăлла ĕçсенче те хастар. Нумай пулмасть вара вăл ялти çамрăксен Раççейри союзĕн председателĕнче тар тăкма тытăннă. Тăрăшулăхне кура Валентина кăçалхи Район кунĕнче "Ял хуçалăхĕнчи чи лайăх çамрăк специалист" ята илме тивĕçрĕ.

О. Павлова

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика