05 сентября 2015 г.
РАЙОН администрацийĕн ЗАГС пайĕ мăшăрсене юбилейлă туй ячĕпе саламласси ырă йăлара. Авăн уйăхĕнче çеç вĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан виçĕ мăшăра изумруд туй ячĕпе саламлама хатĕрленеççĕ. Вĕсенчен пĕри _ Ишлĕре пурăнакан Тихоновсем. Василий Андреевичпа Серафима Сергеевна пĕр çемье çавăрса пурăнма пикенни паян шăпах 55 çул çитет. Хисеплĕ те ĕçлĕхлĕ арăмĕпе упăшки вунă ача пăхса çитĕнтернĕ, ура çине тăратнă, мăшăрлантарнă... Вăл çеç те мар, пурне те аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Паян вĕсем пурте ашшĕ-амăшĕ пекех хисеплĕ те тăрăшуллă.
Çывăх вăхăтрах Шăнкăртамри икĕ çемье _ Нуретдин Хайретдиновичпа Минибану Ялалетдиновна Хисамутдиновсем, Тимергали Сабирулловичпа Шакиря Багаутдиновна Муллинсем изумруд туй ячĕпе кĕрекене пуçтарăнĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)