05 сентября 2015 г.
ÇАК ятсемпе Патăрьелĕнчи "Çăкăр" историпе этнографи музейĕнче харăсах икĕ курав уçăлнă. Республикăри Чăваш наци музейĕнчен илсе килнĕ экспонатсем кирек хăш çулти çынсене паллашма та кăсăклă пулмалла.
"Мĕн пур ĕç шĕлепкере!" ятпа йĕркеленĕ пайра Вăтам ĕмĕр тапхăрĕнче пирĕн йăх-несĕлсем пуçа тăхăнса çỹренĕ хатĕрсемпе паллашма пулать. Кунтах вырăн тупнă ХVIII ĕмĕрти Итали, Византи, вырăс халăхĕсен шлемĕсемпе тỹпетейкисем, тĕрлĕрен шлепкесемпе париксем те куракана пĕр тимлĕхсĕр ирттерсе ямĕç.
Тепĕр тĕлĕнтермĕш _ питĕ сайра тĕл пулакан кăмпасен куравĕ. Тунката е шурă кăрăçпа танлаштарсан, "Аурикулярия", "Агроцибе", "Болеет пурпурный" тата ытти йышши çĕр çимĕçĕсене эпир курма е тутанса пăхма çеç мар, илтмен те темелле. Çавăнпа та инçе çула çывăхлатса Патăрьелне çитнĕ курава вăхăт тупса çитсен никам та ỹкĕнмĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)