АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Регистраторсем налукçăсем мар

05 сентября 2015 г.

Авăнăн 1-мĕшĕнче, шкул ачисем çĕнĕ вĕренỹ çулне пуçланипе пĕрлех, Чăваш Енри çĕр ытла регистратор хушма хуçалăхсенчи çĕрсемпе дача участокĕсене, хăш-пĕр объектсене Раççейри 2016 çулхи ял хуçалăх çыравĕччен пайăрлатас тĕллевпе çула тухрĕç.

Малтанхи регистраторсем хальлĕхе авăнăн 15-мĕшĕччен çынсемпе тĕл пулса хăйсене кирлĕ ыйтусене хуравлама ыйтĕç. Чылай чухне халăхра çыравçăсене тĕрлĕрен надзор органĕнче ĕçлекенсемпе, налукçăсемпе пăтраштараççĕ, çыхăнтараççĕ, çавна май халăх хушшинче кирлĕ мар усал информаци те сараççĕ, кирлĕ пулсан хапхине питĕрсе хурса кĕртмеççĕ те...

Район çыннисене тепĕр хут аса илтересшĕн: енчен те сирĕн пата регистратор удостоверениллĕ (çырав вăхăтĕнче вара ятарлă сумкăллă, тумлă) гражданин килсен хăраса ан ỹкĕр, эсир усă куракан çĕр, пахча е тата ытти пирки сăмах пуçарсан, улталаса мар, тĕп-тĕрĕссине калăр. Çакă вăл пирĕн малашлăх пурнăçпах, хамăр çĕршыв экономикине тĕрĕс йĕркелесе пырассипех çыхăннă. Пĕрремĕш çул çỹреве тухнă регистраторсем те сиртен нимĕнле документ кăтартма та пусахламĕç, хушма хуçалăхри çĕрсене те виçмĕç, витери выльăх-чĕрлĕхне те шутламĕç... Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕн результачĕ йăлтах эсир таса чунлă пулса тĕрĕс цифрăсем каланинчен килет. Çавăнпа та уйрăмах пĕччен пурăнакан ватăсене вырăнсенче çырав йĕрки тата унăн пĕлтерĕшĕ пирки тĕплĕн ăнлантармалла. Регистраторсем, çыравçăсем никамшăн та чĕрре кĕмелли е хирĕçỹллĕ калаçу пуçармалли çынсем ан пулччăр.

Н. Мазякова, хаçатăн тĕп редакторĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика