09 сентября 2015 г.
Очно майпа аслă вĕренỹ заведенийĕнче пĕлỹ илетĕп, çав вăхăтрах çул çитмен ачана воспитани паратăп. Эпĕ ача пăхнăшăн уйăхсерен тỹлекен пособие илме пултаратăп-и? Е. ПАВЛОВА.
Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем тỹлемелли йĕркен (ăна РФ Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин 23.12.09 ç. кăларнă 1012н № хушăвĕпе çирĕплетнĕ) 39-мĕш пункчĕпе килĕшỹл-лĕн ачисене пăхакан тата обязательнăй майпа страховани тума тивĕç мар амăшсен, çав шутра очно майпа вĕренекенсен тата ача пăхмалли отпускрисен уйăхсерен ача пăхнăшăн пособи илмелли право пур. Тỹлеве вĕренекен вырăнта памалла. Пособи тỹлемелли сăлтав _ ача пăхма отпуск памашкăн ыйтса çырни тата вĕренỹ учрежденийĕн администрацийĕн ача пăхмалли отпуск парасси çинчен калакан хушăвĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)