09 сентября 2015 г.
.Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 96 процентне е мĕн пур лаптăкăн 18070 гектарне пухса кĕртнĕ. Тухăç пĕр гектартан 21 центнерпа танлашать. Чи пысăк кăтарту "Батыревский" (тухăç пĕр гектартан 30 центнер тухнă), "Малалла" (28), "Исток" (24,3), "Красное знамя" (23,5) хуçалăхсен. .
Кĕрхи культурăсене акма çĕр 4220 гектар хатĕр-ленĕ, 2603 гектарта е палăртнинчен 62 процен- тĕнче пĕрчĕллĕ культурăсене никĕсе хывнă: ыраш _ 562 гектар, тулă _ 2041. .
Районĕпе çĕр улми 471 гектар кăларнă, тухăç вăтамран 193,1 центнер тухнă. "Корма" çĕр ĕç фирмин кăтартăвĕ _ 300 центнерпа, "Исток" агрофирмăн _ 250, "Батыревский" пĕрлешĕвĕн тата "Малалла" эртелĕн _ 200, "Красное знамя" предприятин _ 180, "Труд" кооперативăн 102,5 центнерпа танлашать.
.7960 гектар кĕрхи çĕртме тунă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)