09 сентября 2015 г.
Информаци коммуникацийĕсен "Рейтинг" центрĕ Раççей субъекчĕсен пуçлăхĕсен 2015 çулхи июль-август уйăхĕсенчи ĕçне хаклакан черетлĕ тĕпчев кăтартăвĕсене пичетленĕ. Центрăн Кĕпĕрнаттăрсен наци рейтингĕн кăтартăвĕсем тăрăх _ Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хăйĕн позицийĕсене çирĕплетнĕ, 25-мĕшĕнчен тăватă йĕрке çỹлелле хăпарса 21-мĕш вырăн йышăннă.
Ыйтăм кăтартăвĕсем пирки комментари панă май Михаил Игнатьев çапла палăртнă: "Чăваш Ен инвестици илĕртỹ- лĕхне çĕклесси хамăн регион ертỹçин должноçĕнчи тĕп тĕллевсенчен пĕри тесе шухăш-латăп".
Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Петербургри экономика форумĕнче Чăваш Ен инвестици климачĕ енĕпе наци рейтингĕнче федераци субъекчĕсен хушшинче тăххăрмĕш вырăн йышăннине палăртнăччĕ. Регулятор ĕçĕ енĕпе республика чи пысăк бала тивĕçнĕ. Ч
ăваш Енре предпринимательсем валли ĕçлемешкĕн меллĕ условисем йĕркеленĕ, республика территорийĕнче тĕнчипе паллă компанисем ĕçлеççĕ. Юлашки пилĕк çулта пурнăçланă инвестици проекчĕсен шучĕ 100 патнеллех. Çапла вара çĕнĕ пин-пин ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, Чăваш Ен экономикине 130 млрд тенкĕ ытла хывнă.
Республикăн пĕрлехи бюджечĕ социаллă тĕллевсене тĕпе хурать, тăкаксен 99,9 процентне республикăн çирĕп-летнĕ патшалăх программисемпе килĕшỹллĕн валеçеççĕ. Регионта çемье, ача амăшĕпе ачалăх институтне çирĕплетес енĕпе тимлĕ ĕçлени куçкĕрет. Çакна çирĕплетекенни _ нумай ачаллă çемьесен шучĕ 25 процент ỹсни. Юлашки çулсенче демографи лару-тăрăвĕ палăрмаллах лайăхланнă. 2014 çулта тин çуралнă ачасен шучĕ çынсем вилессинчен 1 пин чухлĕ иртнĕ _ Атăлçи округĕнчи чи лайăх кăтарту. Вăтам пурнăç тăршшĕ 2,5 çул хутшăннă. Чăваш Енри 4635 çын _ 80 çултан, 58 çын 100 çултан иртнĕ.
Çĕнĕ шкулсем, ача сачĕсем уçăлаççĕ. Пĕтĕмĕшле вĕрентỹ тытăмне аталантарма хушма 6 млрд тенкĕ ытла хывнă. Сывлăх сыхлавне çирĕплетмелли программăна ăнăçлă пурнăçланă. Çурт-йĕр тăвас енĕпе Чăваш Ен округра лидерсен шутĕнче. Республика Раççейĕн спортпа туслă регионĕсенчен пĕри.
Михаил Игнатьев Наци рейтингĕн йĕркелỹçисене республика ертỹçисен ĕçне пысăка хурса хакланăшăн тав тунă: "Çакă пире суйласа илнĕ çул тĕрĕссине курса ĕненме май парать, ĕçре тата пысăкрах çитĕнỹсем тумашкăн шалти резервсемпе усă курма хавхалантарать".
Палăртни вырăнлă: рейтинг хатĕрленĕ чухне тĕпчевçĕсем уçă çăл куçсен материалĕсемпе усă курнă, çав вăхăтрах регионсенчи тата федераци шайĕнчи экспертсен шухăшне тĕпе хунă. Шăпах çак çăл куç тĕпчевĕн тĕп кăтартăвĕсене никĕсленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)