АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Регистрацилемен пăшал упрасан

09 сентября 2015 г.

Кил-çуртра полици уйрăмĕнче регистрацилемен хĕç-пăшал тата патронсем упрани _ саккуна хирĕçле пулăм. Куншăн РФ УКĕн 222 статйипе килĕшỹллĕн, судпа айăплама та пултараççĕ.

Енчен те кил-çуртра ниçта та шута илмен сунар пăшалĕ е карабин, газ пистолечĕ, пĕчĕк калибрлă винтовка, вĕсен патронĕсем упранаççĕ пулсан кун пирки районти полици уйрăмне пĕлтермелле. Ку кăна та мар _ хĕç-пăшала полици уйрăмне килсе парсан регистрацилемен хĕç-пăшалшăн укçа та тỹлеççĕ. (Çак хĕç-пăшал йăхран-йăха _ аслашшĕн-чен ывăлне, унран мăнукне куçса пыма пултарнă).

Хĕç-пăшала полици уйрăмне илсе килни _ питĕ тĕрĕс утăм. Мĕншĕн тесен çакнашкал хĕç-пăшала саккунпа килĕшỹллĕ пурăнман çынсем хăйсен аллине ярса илме, ĕçсе ỹсĕрĕлсе унпа çынна персе амантма е вĕлерме те пултараççĕ. Следстви ĕçне пуçарсан, айăплă çыннăн преступлени шайĕ мĕнлерех пулнине шута илсе, пĕрлех пăшал хуçин те явап тытма тивет.

Пĕрлех статьяра сунарçăн сунар билечĕ, вăл е ку тискер кайăка тытма путевка пулмалли пирки те каласа хăварас килет. Çĕрле фарăсем çутса автомашинăпа хир (уçланкă) тăрăх мулкача, хир сыснине е тилле хăвалама юрамасть. Куншăн кăçал Патăрьел районĕнчи пĕр çынна, РФ УКĕн 258 статйин 1-мĕш пайĕн "б" пункчĕпе килĕшỹл-лĕн 4 уйăхлăха ĕçлесе юсанмалла, ĕç укçин 10 процентне тỹлесе тăмалла тунă.

Саккун йĕркисене пурин те çирĕп пăхăнмалла. Çав шутра сунарçăсен те, килте хĕç-пăшал упракансен те.

А. АНТИПОВ, полицин "Батыревский" пайĕн хĕç-пăшал енĕпе ĕçлекен инспектор

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика