АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парнелерĕм тутăр

09 сентября 2015 г.

Сенкер тĕслĕ тутăрне

Парнелерĕм савнине,

Ах, савниçĕм, пит хитре,

Тĕнчере эс ман пĕрре.

Юрататăп, юрататăп,

Юрататăп эп сана.

Саншăн çеç эп пурăнатăп,

Чĕрере пĕр эс кăна.

Мĕн тери хитре эс манăн,

Хĕвел пек сан йăл куллу.

Куçусем çиçеççĕ санăн,

Юрату _ чĕре тулли.

Куç илмесĕр эс пăхатăн

Ман сенкер парне çине.

Ăшшăн-ăшшăн йăл кулатăн:

"Çав тери хитре парне".

Тухрăм эп сад пахчине

Савăн тусăмпа пĕрле

Тухрăм эп сад пахчине,

Тăсса ятăм купăсне,

Шăрантартăм кĕввине,

Чун-чĕререн тухнине.

Мĕн тери илемлĕ каç,

Çăлтăрсем çỹлте çунаç. С

авнă тусăмпа юрлар,

Çепĕç юрă янратар,

Чĕрене савăнтарар.

Хут купăсăм ян каять,

Каçхи сывлăш вăй парать.

Çак илемлĕ вăхăтсем

Пурăнма мехел чĕртсен,

Ĕмĕрне чунра вĕсем

_ Чăваш Саши çырнисем.

А. ПАВЛОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика