АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ассорти" салат

09 сентября 2015 г.

 Кирлĕ пулать: 0,5 кг купăста, 250 г пылак пăрăç, 250 г пуçлă сухан, 250 г хăяр, 250 г помидор.

Маринад валли: 1 л шыв, 250 мл уксус (9 процентли), 4 апат кашăкĕ сахăр, 1,5 апат кашăкĕ тăвар, тутă кĕртмелĕх тĕхĕмлĕх.

Пахча çимĕçе çумалла, пăрăçа вăрринчен тасатмалла. Пурне те улăм пĕрчи пек турамалла. Унтан купăстапа пăрăçа вĕрекен шывра 5-7 минут тытмалла.

Пахча çимĕçе банкăна сийĕн-сийĕн тултармалла, тĕхĕмлĕх сапмалла.

Маринад хатĕрлетпĕр: шыва тăвар, сахăр, уксус ярса вĕреме кĕртмелле. Вĕри маринада пахча çимĕçпе тултарнă банкăна ямалла, çиелтен хупăлчине хурса 30 минут пастеризацилемелле, хупмалла.

 

Лечо

Кирлĕ пулать: 6 кг помидор, 1 кг кишĕр, 1 кг пуçлă сухан, 1 кг пылак пăрăç, 400 мл ỹсен-тăран çăвĕ, 1 стакан сахăр, 120 гр тăвар.

Пахча çимĕçе çуса тасатмалла. Помидора аш арманĕ витĕр кăлармалла, çулăм çинче 1 сехет вĕретмелле.

Кишĕре тăваткал турамалла, сухана çурма çавракан, пăрăçа _ улăм пĕрчи пек. Мĕн пур пахча çимĕçе ỹсен-тăран çăвĕпе çатмара уйрăмшар ăшаламалла. Унтан пĕрле хутăштармалла, вĕри томат ямалла.

Сахăр, тăвар хушса 30 минут пăшăхламалла.

Банкăпа хупăлчине стерилизацилемелле, унта вĕри лечо тултарса хупмалла.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика