11 сентября 2015 г.
ХРИСТОС тĕнне тытса пыракансемшĕн август уйăхĕ Сăпас типпипе тỹр килет. Çавна пулах темелле çак уйăхра туй-çуй кĕрлеттерекенсем иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан та сахалтарах пулнă. Çамрăксем те ваттисемпе танах хамăрăн тĕн йăли-йĕркине пăхăннине хурламалла мар, паллах.
Çурлара арăмĕпе упăшкин пурнăçри çулĕсем йỹпленни те сахал: пĕлтĕрхи çак вăхăтра тăхăр мăшăр пĕр чĕлхе тупаймасăр уйрăлнă, кăçал _ улттă çеç.
Районти ЗАГС пайĕн ĕç кăтартăвĕсемпе çакă та паллă: хĕрарăмсем вăтамран 71 çул пурăнаççĕ пулсан, çемье пуçлăхĕсем вĕсенчен çичĕ çул маларах ĕмĕрлĕх тĕнчене куçаççĕ. Çакăн сăлтавне тỹрех пайăрлатма та йывăр, çапах пысăк уйрăмлăх шухăшлаттаратех.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)