АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Автомашина такăр çула çеç мар, хăйне пăхнине те юратать

11 сентября 2015 г.

 ПУРНĂÇ çулсеренех ырă еннелле улшăнса пынине кура çынсем те хăтлăран та хăтлă çурт-йĕр çавăраççĕ, чаплăран та чаплă автомашинăсем туянаççĕ тата ытти те. Тепĕр чухне вара çăмăл машина çине ларакан хăш-пĕр водительсем хăйсен "хурçă учĕ" мĕнле сывлани пирки мансах каяççĕ е тата инкек-синкек пулсан çеç аса илеççĕ. Авăнăн 9-мĕшĕнче Сăкăтра çур çĕр иртсен тухнă пушаршăн та ВАЗ автомашина хуçи хăех айăплă. Электропроводкăсем кирлĕ пек шанчăклă çыхăнманран, райпо магазинĕ умĕнче ĕçлесе ларакан çăмăл машинăн хыçалти фарисем тĕлĕнчен сасартăк тĕтĕм йăсăрланма пуçланă. Юрать-ха, 26 çулхи каччă унтах çывăрса кайман... Турă сыхланă темелле, инкекĕ айккинчен иртсе кайнă. Машина шалти пайĕ юрăхсăра тухнă пулин те, пушарниксем ăна хыпса илме паман.

Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, автомашинăпа çыхăннă пушарсем çулсеренех сиксе тухаççĕ. Иртнĕ çул та çак ялтах вут-кăварпа кĕрешекенсен КамАЗа синкерлĕхрен çăлма тивнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика