11 сентября 2015 г.
Час-часах канмалли кунсем хыççăн, нумай хушă уçăлса çỹренĕ май, кислород ытлашши пирки пуç ыратма пуçлать. Кун пек чухне пуç ыратнине ирттерсе ямалли нумай ха тĕрсем пур. Вĕсенчен чи паллисем _ анальгин тата аспирин.
Эпир сире паян тепĕр меслет çинчен каласа паратпăр. Ахаль лимон илмелле.
Лимона хуппинчен сарă сийне хăварса тасатмалла.
Лимон хуппин сарă сийĕнче вара активлă веществосем нумай. Хупăна шал енĕпе тытмалла.
Тепĕр темиçе минутран çак вырăн хĕрелет, эсир кăшт пĕçертнине туятăр, кун хыççăн вара сирĕн пуç ыратни иртсе каять.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)