16 сентября 2015 г.
ПАТШАЛĂХ çăмăллăхĕсемпе усă куракансем валли Шалти ĕçсен министерствинче ĕçлекенсем "вĕри лини" йĕркелеме палăртнă. Сентябрĕн 17-мĕшĕнче 11.00-12.00 сехетре 8(8352)62-73-33 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа автомашинăна шута мĕнле тăратасси е шутран кăларасси, пăшалпа усă курма ирĕк илесси, ĕçе вырнаçнă чухне судпа айăпланманни çинчен справка ăçта пани тата ытти кирлĕ ыйтусен хуравне пĕлме пултаратăр.
Октябрĕн 1-мĕшĕ _ уйрăм хуçасен çĕр, пурлăх тата транспорт налукĕсене тỹлемелли юлашки кун. Нумайăшĕ тỹлесе манса та кайнă пулĕ, хăшĕ-пĕри вара иккĕленсе тăрать. Раççей налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи иккĕмĕш номерлĕ налук инспекци- йĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, шăпах хумхантаракан ыйтусене сỹтсе явма сентябрĕн 18-мĕшĕнче "уçă алăксен" кунне йĕркелеççĕ. Вăл районти налук инспекцийĕнче 8.00 сехетре пуçланать. Ку тĕл пулура эсир хăвăра интереслентерекен ыйтусем çине тулли хурав илме пултаратăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)