АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп вырăнта суйлав, бюджет, автоçул…

16 сентября 2015 г.

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертỹçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Пухăннисемпе Пĕрлехи суйлавăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ. Михаил Игнатьев влаç органĕсенче, муниципалитетсенче ĕçлекенсене хăйсем çине илнĕ тивĕçе яваплăха туйса пурнăçласа пынăшăн чĕререн тав тунă, Чăваш Енре суйлав саккунпа килĕшỹллĕн таса, çивĕч иртнине каланă."Чăваш Енре суйлава халăхăн 58 проценчĕ хутшăннă, Чăваш Ен пуласлăхне палăртнă, маншăн суйлава хутшăннисенчен 65 проценчĕ хăйсен сассине панă", _ тесе палăртса каланă Михаил Игнатьев. Вăл çавăн пекех Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата халăх хăйне шанни тата та ытларах яваплăха туйса ĕçлеме хистенине асăннă. Михаил Игнатьев депутатсене, "Единая Россия" политика партине, республикăри мĕн пур çынна хăйĕншĕн сасăланăшăн тав тунă. "Чи хакли, эсир мана шанни. Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн, пурнăç пахалăхĕн шайне ỹстерессишĕн, эпир 5 çул каялла йышăннă Чăваш Ене аталантармалли çул-йĕре эсир суйласа илнĕ", _ палăртнă Михаил Игнатьев. "Влаç халăхшăн ĕçлет. Малашлăхра хамăр умма лартнă пур тĕллевсене те туллин пурнăçа кĕртсе пырасси", _ тенĕ вăл. "Чăваш Енре суйлав пĕтĕмпех саккунпа килĕшỹллĕн пулчĕ. Пирĕн пĕрле пурăнмалла, пĕрле ĕçлемелле!" _ тенĕ вăл.

Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков Пĕрлехи суйлавăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулас тесе кĕрешĕве тухнисенчен хальхи вăхăтра республикăна вăхăтлăха ертсе пынă Михаил Игнатьев çĕнтернине пĕлтернĕ, чи лайăх ĕçленĕ районсене те палăртса хăварнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ финанс министрĕ Светлана Енилина Чăваш Республикин республика бюджечĕн кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Республика бюджечĕн тупăш пайĕ авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 24773,1 млн. тен- кĕпе танлашнă.

"Управление автомобильной магистрали Нижний Новгород _ Уфа федерального дорожного агентства" тĕп инженерĕ Р. Абдрашитов Çĕрпỹри Аслă Çавал урлă выртакан пысăк кĕпер пирки каласа кăтартнă. Халĕ ĕнтĕ кĕпере хута янă. Вăл хăйĕн сăмахĕнче М _ 7 тата А _ 151 федераллă çулсене реконструкцилесси пирки те каласа хăварнă. Михаил Игнатьев йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене çийĕнчех татса парасси çине малашне те тимлĕх уйăрассине асăннă, 2018 çул тĕлне федераллă çул-йĕрсене пĕтĕмпех пысăк шая, пĕрремĕш категорине çитмеллине палăртнă.

(Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕнчен).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика