АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăм _ тĕнчене пĕтме паман Турă

16 сентября 2015 г.

Авăнăн 10-мĕшĕнче республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ХVII-мĕш отчетпа суйлав съезчĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан М. Игнатьев тата унăн мăшăрĕ Л. Игнатьева та пулчĕç. Пирĕн районтан съезда 20 хĕрарăм хутшăннă.

Анлă пухăва республикăри Хĕрарăмсен канашĕн районсемпе хуласенчи пуçламăш организацийĕсен членĕсем малтанхи минутсенченех уяв сăнĕ кĕртрĕç. Пирĕн тăрăхра пурăнакан халăхсен хастар хĕрарăмĕсенчен йĕркеленнĕ пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Фойере тĕлĕнмелле курав тыткăнларĕ: кашни район-хулара Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине халалласа алă вĕççĕн тĕрленĕ "Çĕнтерỹ пусмисен" выставки пулчĕ вăл.

Республикăри Хĕрарăмсен канашĕ _ вырăнти чи массăллă та хастар ĕçлесе пыракан общество организацийĕсенчен пĕри. Хăйĕн умне вăл пархатарлă тĕллевсем лартнă: арçынсемпе хĕрарăмсен пĕртанлăх гарантийĕсем пурнăçланса пырассине йĕркелесси, ачасемпе амăшĕсен ыйтăвĕсене хỹтĕлесси, социаллă пурнăçа лайăхлатма витĕм кỹресси, хĕрарăмсен сывлăхĕшĕн çине тăрасси, çемье институтне тĕреклетесси тата ытти те. Раççейри Хĕрарăмсен Союзĕн ĕç-хĕлĕн программипе килĕшỹллĕн вăл хăйĕн тĕрлĕ проектне хута ярса пурнăçлать. Акă, çакнашкаллисенчен пĕри _ "Наци йăла-йĕркине упраса малалла вĕрентесси: амăшĕнчен _ хĕрне". Асăннă проект республикăри алă ăстисен, юрă-ташă маçтăрĕсен пултарулăхĕпе паллашма, ăсталăх класĕсенче вĕсене ăша хывма май парать.

Хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Ольга Зайцева съездра общество организацийĕ юлашки виçĕ çулта мĕнле ĕçлесе пыни пирки анлă доклад тунă май хăйсем пуçарнă проектсенчен чылайăшне малалла тăсма палăртни çинчен каларĕ. Канаш йĕркелесе ирттерекен конкурссемпе фестивальсем, çавра сĕтелсемпе акцисем çемье çирĕп-лĕхĕшĕн тата халăхăн обществăри хастарлăхне çĕклессишĕн пулса пынине çирĕплетрĕ.

Çак шухăша хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев та малалла тăсрĕ. Республикăри асăннă организаци пурнăçри çитменлĕхсене вăхăтра асăрхаса тỹрлетỹсем тума хистенине ырласа йышăнчĕ вăл. Хĕрарăмсен, этемлĕхĕн черчен çуррин, хăвачĕпе республика аталанăвĕнче курăмлă улшăнусем пулнине палăртса хăварчĕ. Çуралакан ачасен, нумай ачаллă çемьесен йышĕ юлашки çулсенче ỹсни хĕрарăмсем пурнăç çине шанчăклă куçпа пăхнине пĕлтермест-им? Тăлăхсене хăйсен хỹтлĕхне йышăнакан кил-йышсем нумайланни те хĕрарăмсен ырă витĕмĕпе пулса пыни те вăрттăнлăх мар-çке.

Съездра Хĕрарăмсен канашĕн правленийĕн тата тĕрĕслев-ревизи комиссийĕн ĕç-хĕлне ырласа йышăнчĕç. Организаци малашне тата та анлăланасса çак кунсенче хĕрарăмсен тĕрлĕ шайри пĕрлешĕвĕпе туслă çыхăнура ĕçлесси çинчен килĕшỹ туни систерчĕ. Çавна май малашне организацин статусĕ те урăхла пулĕ _ республикăри Хĕрарăмсен союзĕ. Çак сăлтавпа съездра унăн ертỹçине çĕнĕрен суйларĕç, Уставне улшăнусем кĕртрĕç, правлени членĕсен списокне çĕнĕрен çирĕплетрĕç. Союзăн председателĕ пулма пур делегат та пĕр саслă пулса Ольга Юрьевна Зайцевăнах шанчĕ.

_ Тусăмсем, пытармастăп: Раççейре пирĕн çинчен ырăпа асăнаççĕ. Пирĕн пархатарлă пуçарусене асăрхаççĕ те ытти регионсенче вĕсене практикăна кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. Çапах та пуçа каçăртма васкар мар, малашне паянхинчен те виçĕ хут ла-йăхрах ĕçлер! _ çакнашкал хавхалануллăн пулчĕç хăватне ỹстерсе пыракан пĕрлешĕвĕн ертỹçин сăмахĕсем.

М. Игнатьев хастар та маттур хĕрарăмсене Хисеп тата Тав хучĕсем пачĕ. Çак чыса пирĕн районтан Нăрваш Шăхалĕнчи С. Фролова тивĕçрĕ.

И. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика