16 сентября 2015 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи СССР спорт мастерĕ Владимир Пагунов 16 çулхи ывăлĕпе Хура тинĕс хĕррине, Сочине, велосипедсемпе çитсе килме тĕллев лартнă. Ĕмĕтне пурнăçлама çул маршрутне тунă.
Владимир Владимирович хăй вăхăтĕнче темиçе хут та велосипедпа кросс чупассипе республика чемпионĕ пулнă. Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса чи лайăх результатсем кăтартнă. Çар службинче тăнă чухне те вăл Хĕç-пăшаллă вăйсен пĕрлештернĕ командин чысне хỹтĕленĕ.
50 çула çывхаракан спортсмен Виталий ывăлĕпе инçе çула тухнă. Канаша çитиччен вĕсем велосипедсемпе кайнă, унтан поездпа Новороссийск хулине çитнĕ. Кайран серпантин тăрăх икĕ кустăрмаллă "учĕпе" хăпарнă.
_ Кабардинкăра курса тĕлĕнмелли, асра юлмалли вырăнсем нумай. Моряксене асăнса лартнă палăксем уйрăмах чылай, _ каласа парать В. Пагунов. Кунĕпех велосипедпа çỹренĕ вĕсем. Тепĕр кунне Геленджика çул тытнă. Унтан автобуспа Сочине çити кайнă, хулапа тĕплĕн паллашнă. Олимп вăййисем иртнĕ вырăнсенче пулнă.
Малалла маршрут Хосто хулине выртнă. Вĕсем унта хĕвел вăрансанах ачаран курма ĕмĕтленнĕ тинĕс хĕррине васканă.
_ Эпир тинĕс хĕрринче хăйăр пуль тесе шухăшланăччĕ, анчах унта тăршшĕпех вак чул (грави) выртать. Хосто хулине ахальтен суйласа илмен, кунта маунтинбайк енĕпе Раççей шайĕнчи чи çивĕч тупăшусем иртеççĕ, _ тет спортсмен.
Пагуновсем Адлер хулине те çитнĕ. Олимп паркĕнче тата Розе Хуторта пулнă. Çавăн пекех подъемникпа ту çине хăпарса курнă. Виталий каласа панă тăрăх, сăртсем çинче сывлăш çав тери уçă, анчах сывлама йывăр иккен.
Ашшĕпе ывăлĕ Новороссийск хулинчен пуçласа Красная Полянăна çитиччен велосипедсемпе 700 çухрăм ытла çỹренĕ.
_ Ачаран шухăшланă ĕмĕте пурнăçларăм, ывăл та çак çул çỹреве нихăçан та манса каймĕ, _ терĕ Владимир Владимирович.
В. БОРОДКИН
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)