АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухрăм эп сад пахчине

16 сентября 2015 г.

Савнă тусăмпа пĕрле

Тухрăм эп сад пахчине,

Тăсса ятăм купăсне,

Шăрантартăм кĕввине,

Чун-чĕререн тухнине.

Мĕн тери илемлĕ каç,

Çăлтăрсем çỹлте çунаç.

Савнă тусăмпа юрлар,

Çепĕç юрă янратар,

Чĕрене савăнтарар.

Хут купăсăм ян каять,

Каçхи сывлăш вăй парать.

Çак илемлĕ вăхăтсем

Пурăнма мехел чĕртсен,

Ĕмĕрне чунра вĕсем

_ Чăваш Саши çырнисем.

Турă хушнă пире кĕрешме

Тăрăшар, тăрăшар пурăнма,

Турă хушнă пире кĕрешме!

Пĕрчĕн-пĕрчĕн мерчен суйлама,

Шăрçине сумласа витĕрме.

Пурнăçа юратас антăхса,

Тен, вăл савĕ пире те пĕртен.

Сывлăх парĕ, ан кай çухалса,

"Тỹсекен тỹш какай çиекен!"

Сăвăсем эс хайла ерипен,

Çухату вĕсенче пулас çук!

Чăн сăмах хĕмленсе "вĕрекен",

Юмăç карчăк ăна çитес çук!

Ырă Турă, санран эп ыйтап:

"Эс сыват паян тивĕç çынна!

Сан чуру çылăхне тасатать,

Асапран, Эс, хăтарсам ăна!!!.."

 

х х х

Хура пĕлĕтсем куçаççĕ,

Хăвăрт-хăвăрт васкаса.

Манăн ăш-чикĕм çунать-çке

Пỹр-суранлă ыратса.

Чунăмра ман мĕн çунать-ши,

Пăтранса вăркать чĕрем?

Мĕншĕн вăй пĕтсе пырать-ши,

Ыратать пур кĕлеткем?

Урасем хăш чух шăнаççĕ,

Çурăм та вут пек çунать.

Малалла Тур мĕн парать-ши

_ Çавăнтан ман чун хăрать.

Çухататăп шанчăка эп,

Сив куççуль шăпăртатать.

Ача пек выртса йĕретĕп,

Малалла мĕскер пулать?

Çỹлти Турă çеç пĕлет çав,

Çын шăпи ун аллинче.

Ыррине анчах парсам çав, К

уçăмран ан кай, ТĔНЧЕ!

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика