19 сентября 2015 г.
ЮЛАШКИ кунсенче çанталăк палăрмаллах ăшăтса яни çĕр ĕçченне уй-хир ĕçĕсене вĕçлеме, пахча çимĕçсене пуçтарса кĕртме кăмăллă пулчĕ. Ылтăн кĕркуннен ырă кăмăлĕпе кашнийĕ хăйне майлă усă курать. Уяр кунта чылайăшĕ анкартисенче, пахчасенче улма аврисене, ытти çỹп-çапсене куçран тасалччăр, тирпейленччĕр тесех ĕнтĕ купи-купипе çунтараççĕ. Каç енне район центрĕ йăлтах кăвак тĕтĕм айне путать! Урама тухсан тĕтĕм-сĕрĕм куçа та кĕрет, пыра та хĕртет... Пушар тейĕн! Хуçалăхпа пурăнакансен хăш-пĕр каяшсене вара ĕлĕкхи евĕр купаласа хурса тислĕк тума та май пур. Ун пек чухне сиенлĕ газпа сывлăша та вараламастăн, организма та наркăмăшламастăн.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)