АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саламлани

19 сентября 2015 г.

Вӑрман отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем

тата ветаранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Пирӗн республика мӗн авалтан вӑрмансен илемӗпе тата пуянлӑхӗпе палӑрса тӑрать. Вӗсене сыхласа хӑварассишӗн тата ҫӗнетсе пырассишӗн тӑрӑшасси—Чӑваш Ен патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри.

Регионта вӑрман пушар служби тухӑҫл ӑӗҫлет, вӑрман хуҫалӑхӗн сферинче 800 яхӑн ҫын вӑй хурать. Вӗсем вӑрманти пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтереҫҫӗ, вӑрмана сӑтӑр тӑвакан хурт-кӑпшанкӑсене вӑхӑтра тупса палӑртса сиенсӗрлетеҫҫӗ, йывӑҫ тӗсӗсене лайӑхлатса пыраҫҫӗ, вӑрман тухӑҫлӑхне тат аҫирӗплӗхне ӳстерес, унти пурнӑҫ тӗрлӗлӗхне сыхласа хӑварас тесе ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ, йывӑҫ ларса ӳстереҫҫӗ.

2010 ҫулта Чӑваш Ен, Раҫҫейри ытти субъектсем пекех, вӑрман пушар.сене пула шар курчӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑрманҫӑсем ҫав сиене пӗтерес тата вӑрманта пушар тухасран сыхланас енӗпе хастарлӑн ӗҫлеҫҫӗ. Ҫунӑк вӑрмансен лаптӑкӗн 95 процентне тасатса йӗркене кӗртнӗ, ҫуннӑ вӑрмансен 40 яхӑн процентпа танлашакан лаптӑкне чӗртсе тӑратнӑ, ку енӗпе тӑвакан ӗҫсе ммалалла пыраҫҫӗ.

Юлашки 5 ҫулта вӑрман пушар техникин йышӗ вун-вун ятарлӑ автомобильпе, ятарлӑ техникӑпа татахатӗр-хӗтӗрпе пуянланчӗ. Асӑрхаттару ӗҫӗсене комплекслӑ майпа пурнӑҫланине пула кӑҫал Чӑваш Енпе Тутарстан территорийӗсенчи вӑрмансенче, Атӑлҫи федераци округӗнчи ытти регионсемпе танлаштарсан, пушарсем пулман.

2013 ҫултан пуҫласа вӑрман хуҫалӑхне пахалӑхлӑн тытса пыма республика бюджетӗнчен самаях пысӑку кҫа-тенкӗ уйӑрма тытӑннӑ.

Хӑйӗн ырми-канми ӗҫӗпе тӑваненҫутҫанталӑк пуянлӑхне перекетлеме тата ӳстерсе пыма пулӑшакан мӗнпур ҫынна чунтант автӑватӑп. Ҫирӗп сывлӑх, палӑртнӑ мӗнпур тӗллеве пурнӑҫлама, телей тата ырлӑх сунатӑп!

             М. Игнатьев.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсеневӑхӑтлӑха

пурнӑҫлакан.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика