19 сентября 2015 г.
Хисеплĕ вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!
Сире професси уявĕпе _ вăрман ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе _ саламлатăп!
Вăрман вăл _ çут çанталăк парни, халăх пуянлăхĕ. Сирĕн çăмал мар ĕç çак пуянлăхпа типтерлĕ усă курма, Чăваш Енпе районти вăрмансене тата та аслăлатма пулăшать.
Эсир вăрмана сиенлекенсенчен сыхлатăр, çут çанталăк ырлăхне анлăлатассишĕн вăй-халăра шеллеместĕр, çулсерен пысăк лаптăкра йывăç-тĕм лартатăр, хăвăр ĕçĕре çамрăк ăрăва явăçтаратăр. Çак ĕçсен çимĕçĕпе пулас ăрусем усă курса киленĕç.
Сирĕн ĕç вĕсемшĕн тăван тавралăха юратмалли тĕслĕх пулса тăрĕ. Сирĕн пуян опыт, ĕçри яваплăх, пуçарулăх тата ĕçе парăнни отрасльти çивĕч ыйтусене ăнăçлă татса пама пулăшĕç.
Пурне те çирĕп сывлăх, телей, ырлăх, ăнăçу сунатăп! Уяв ячĕпе!
Район администраци пуçлăхĕ Н. ГЛУХОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)