19 сентября 2015 г.
Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх _ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшỹллĕн сасăлава 28 территори тата 1184 участокри суйлав комиссийĕнче ирттернĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кандидачĕшĕн, Михаил Игнатьевшăн, 362301 çын сасăланă. Ку - сасăлава хутшăннисен 65,54 проценчĕ. Михаил Игнатьев чи нумай сасă пухнă.
Сентябрĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертỹçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăра депутатсене, "Единая Россия" политика партине, республикăри мĕн пур çынна хăйĕншĕн сасăланăшăн тав тунă. "Чи хакли _ эсир мана шанни. Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн, пурнăç пахалăхĕн шайне ỹстерессишĕн, эпир пилĕк çул каялла йышăннă Чăваш Ене аталантармалли çул-йĕре эсир суйласа илнĕ",_ палăртнă Михаил Игнатьев.
Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннă ятпа паян, сентябрĕн 19-мĕшĕнче, 12 сехетре, Правительство Çурчĕн Пысăк залĕнче инаугураци иртет.
Ытти кандидатсемшĕн çапла сасăланă: Олег Николаевшăн _ 80130 суйлаçă (14,79 процент), Валентин Шурчановшăн 69194 (12,77 процент), Константин Субботиншăн __ 18235 суйлавçă (3,37 процент).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)