19 сентября 2015 г.
Чăваш Республикин культурăпа ăслăлăх аталанăвĕнчи уйрăмах тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ĕмĕр тăршшĕпех кашни уйăхра патшалăх пособине памалла тăвасси çинчен
1. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2014 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинче культурăпа ăслăлăха патшалăх енчен пулăшасси çинчен" 180-мĕш Указĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикин ăслăлăх аталанăвĕнчи уйрăмах тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ăслăлăхăн çак ĕçченĕсене ĕмĕр тăршĕпех кашни уйăхра патшалăх премине памалла тăвас:
Николай Аверкиевич Исмукова, Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕн аслă пĕлỹ паракан "Раççей кооперации университечĕ" автономи коммерципе çыхăнман вĕренỹ организацийĕн Шупашкарти коопераци институчĕн (филиалĕн) философи, истори тата педагогика кафедрин профессорне, философи ăслăлăхĕсен докторне;
Виталий Иванович Сергеева, федерацин аслă професси пĕлĕвĕ паракан "И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ" патшалăх бюджет вĕренỹ учрежеденийĕн чăваш филологийĕпе культура кафедрин профессорне, филологи ăслăлăхĕсен докторне.
2. Çак хушăвăн 1 пунктĕнче кăтартнă пособие _ ĕмĕр тăршшĕпех кашни уйăхра памалли патшалăх пособине _ тỹлемелли тăкаксем валли Чăваш Республикин республика бюджечĕн Чăваш Республикин 2014-2020 çулсенчен "Культурăпа туризма аталантарасси" патшалăх программине пăхса хăварнă укçа-тенкĕрен уйăрас.
3. Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви çак хушăвăн 1 пунктĕнче кăтартнă пособие _ ĕмĕр тăршшĕпех кашни уйăхра памалли патшалăх пособине _ тỹлессине тивĕçтермелле.
4. Çак Хушу ăна алă пуснă кунран вăя кĕрет.
Хушăва ăнлантарса пани
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2014 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинче культурăпа ăслăлăха патшалăх енчен пулăшасси çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн культурăпа ăслăлăх аталанăвĕнчи уйрăмах тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ĕмĕр тăршшĕпех кашни уйăхра патшалăхăн 30 пособине памалла тунă, пособи виçи 3000 тенкĕпе танлашать.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе культурăпа ăслăлăх аталанăвĕнчи уйрăмах тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн философи ăслăлăхĕсен докторне, Раççей Федерацийĕн Цетросоюзĕн аслă пĕлỹ паракан "Раççей коопераци университечĕ" автономи коммерципе çыхăнман вĕренỹ организацийĕн Шупашкарти коопераци институчĕн (филиалĕн) философи, истори тата педагогика кафедрин профессорне Николай Аверкиевич Исмукова, филологи ăслăлăхĕсен докторне, федерацин аслă професси пĕлĕвĕ паракан "И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ" патшалăх бюджет вĕренỹ учрежеденийĕн чăваш филологийĕпе культура кафедрин профессорне Виталий Иванович Сергеева ĕмĕр тăршĕпех кашни уйăхра патшалăх пособийĕсене памалла тунă.
Н.А. Исмуков хăйĕн ăслăлăх ĕç-хĕлне философи категорийĕсен диалектикин, наци культурин, синергетикăн ыйтăвĕсене тĕпчессине халалланă. Вăл 100 ытлă ăслăлăх, вĕрентỹпе меслет ĕçĕсем, çав шутра 6 монографи пичетленĕ. СССР Писателĕсен союзĕн членĕ, Раççей Социаллă ăслăлăхсен академийĕн, Раççей Муниципалитет Академийĕн чăн членĕ, Раççей Федерацийĕн аслă професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, В. Митта ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери литература премийĕн лауреачĕ, Литературăпа искусство енĕпе Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин халăх поэчĕ, "Раççей потребкоопераци аталанăвне тỹпе хывнăшăн" орденпа наградăланă. Сăмах май каласан, Николай Аверкиевич пирĕн ентеш, Первомайскинче çуралса ỹснĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)