АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Паттăр" спорткомплекс хапăл тăвать

19 сентября 2015 г.

 Республика Пуçлăхĕн "Спортпа сывлăх кунĕ çинчен" калакан Указĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Енте кашни уйăхрах сывлăх кунне ирттереççĕ. Сывă пурнăç йĕркипе çыхăннă мероприятисем пирĕн районта та ăнăçлă пулса пыраççĕ. Паян Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче йĕркелекен сывлăх кунне ачасемпе спортсменсем çеç мар, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем те йышлăн пуçтарăнĕç, пĕрисем тринажер залĕнче, теприсем гимнастика пỹлĕмĕнче, виççĕмĕшсем бассейнсенче ишсе хăйсен сывлăхне тĕреклетĕç. Çак кунхине ФСК çăмăллăхĕпе пурте тỹлевсĕр усă курĕç.

Сăмах май каласан, спорт комплексне кашни кунах йышлă халăх çỹрет. Шкул ачисем, тĕрлĕрен коллективсем, уйрăм хастарсем, тивĕçлĕ канăва тухнисем хапăлласах комплекс çăмăллăхĕпе усă кураççĕ.

Н. КРАСНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика