АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман никама та пушă ямасть

19 сентября 2015 г.

 Вăрман çын пурнăçĕнче яланах пысăк вырăн йышăннă. Вăл выçлăх çулсенче çынсене çырла-кăмпапа вилĕмрен те çăлнă, хăйĕн ăшшине те панă. Паян та вăл çынсене тăрантарать те, сиплет те. Вăрман сывлăшĕ те сывлăхшăн усăллă-çке! Анчах çут çанталăк ỹпки хăй те çынран пулăшу, хĕрхенỹ кĕтет. Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн директорĕн В. Глуховăн сăмахĕсенче те çак шухăш сисĕнчĕ.

Шăмăршă вăрман хуçалăхĕ тăватă районпа _ Шăмăршă, Патăрьел, Елчĕк, Комсомольски _ ĕçлет. 74 пин гектара яхăн йышăнакан вăрмана 6 участок лесничестви пăхса тăрать. Чи пысăк лаптăк вара Юхмапа Пăла тăрăхĕн: 37 пин гектар. Калама кăна вĕт! Эпир чăннипех те пуян çав. Çак территоришĕн Турханкассинчи тата Пăла тăрăхĕнчи лесничествăсем яваплă.

_ Унччен вăрман хуçалăхĕ йывăçсене кастарассипе ĕçленĕ пулсан, халь вăрмана упрассишĕн, унăн пуянлăхне ỹстерессишĕн тăрăшатпăр. 2010 çулта республикăра чылай çĕрте яштака хурăнсемпе кĕреш пек юмансем вут-çулăмра çунса кĕлленчĕç. Пирĕн тăрăхра пушар хур кăтартмарĕ, анчах ик-виç çĕрте кăвайт тухма пуçланăччĕ. Халăх питĕ асăрхануллă пулнипе, вăрманçăсем хăйсене шаннă ĕçе чунтан пурнăçланипе инкекрен пăрăнса иртрĕмĕр. Халĕ те вăрман çывăхĕнче пурăнакансем, кăмпана-çырлана çỹрекенсем яваплăха туяççĕ. Манăн çавна май пурне те тав тăвас килет. Çавăн пекех патшалăх та вăрман патне тимлĕх уйăрать. Республика Пуçлăхĕ, республикăра экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министерстви пулăшнипе техникăна çĕнетрĕмĕр. Парк кустăрмаллă виçĕ тракторпа, ятарлă виçĕ суха пуçĕпе тата ытти хатĕрсемпе пуянланчĕ, _ тет Владимир Иванович хăйсен ĕçĕпе паллаштарнă май.

Вăрман аслă, çавна май пур ĕçе те пĕр е ик çын тăрăшнипе çеç тума çук. Шăмăршă вăрман хуçалăхĕ вăрман хуçалăхĕн тата хỹтĕлекен центрĕсемпе тачă çыхăну тытать. Вĕсене çамрăк хунавсене лартма, пăхса тăма пулăшать. Кăçал кăна пĕрле 50 гектара яхăн йывăçа пурнăç парнеленĕ. 400 гектара яхăнта çитĕнекен тĕмсене çум курăкран тасатнă. Çавăн пекех йывăçсене хурт-кăпшанкă тапăнасран та сăнасах тăрать. Çакăн пек тĕслĕх пулсанах вăрмана хỹтĕлекен центра систерет. Çуркунне Яманчурель трасси хĕррипе вырнаçнă, 300 гектара яхăн йышăнакан вăрман инкеке лекнĕ. Пысăк сăтăр тăвакан пĕчĕк сиенçĕсене çийĕнчех тупса палăртнипе, тивĕçлĕ йышăну тунипе халăх пуянлăхне упраса хăварнă.

Пирĕн тăрăхри вăрмансем тискер чĕр чунсемпе кайăксенчен те пуян иккен. Час-часах хăравçă чĕреллĕ мулкача, чее тилле, кашкăр-кашамана, илемĕпе палăрса тăракан хир качакине, мăнаçлă пăшине, вĕçнĕ пек сикекен çỹлевĕçе, хура шăрçа евĕр куçлă сăсара, йĕкел юратакан хир сыснине, карăкпа ăсана, хушăран упа-утамана тĕл пулма пултарнине пĕлтерчĕ Владимир Иванович.

_ Вăрман хуçалăхĕнче ĕçлеме çăмăл мар, анчах вăй хуракансен тăрăшулăхĕ питĕ пысăк. Пĕрне мухтаса теприне хурлама та çук. Кашнийĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе вăрмана пуянлатассишĕн тата упрассишĕн вăй хурать, _ терĕ Владимир Глухов калаçăва вĕçленĕ май.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика