23 сентября 2015 г.
СЫВЛĂХ тĕлĕшĕнчен сусăр çынсем чунпа та, вăй-хăватпа та, пултарулăхпа та ыттисенчен нимĕн-пе те уйрăлса тăманнине эпир тăтăшах куратпăр, илтетпĕр, вĕсен çитĕнĕвĕпе савăнатпăр. Вĕсем спорт ăмăртăвĕсенче те, тĕрлĕрен алă ĕçĕсен куравĕсенче те ыттисенчен кая мар. Пирĕн районта инвалидсен обществинче тăракансем те тăтăшах хăйсен хастарлăхне кăтартаççĕ. Акă, çак кунсенче çеç Çĕнĕ Шупашкарта инвалидсен обществăлла организацийĕ хăйсен членĕсем хушшинче "Кĕр парни" курав йĕркеленĕ.
Районти социаллă хỹтлĕх центрĕн ертỹçи Анисия Воробьева тăрăшнипе тата ертсе пынипе унта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи общество членĕсем те (пурĕ тăваттăн кайнă) хутшăннă çеç мар, республикăра та палăрнă.
Сăмахран, Алексей Николаевич Мякин хăйсен пахчинче ỹсекен виноградран, хура пилешрен, чиерен питĕ техĕмлĕ сĕткенсем хатĕрлесе илсе кайнă. Тỹресем унăн ĕçне питĕ пысăка хурса хакланă, курав участникне пĕрремĕш вырăн йышăннă ятпа диплом парса чыс тунă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)