АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьев Республика Пуçлăхĕн должноçне иккĕмĕш хут йышăнчĕ

23 сентября 2015 г.

Сентябрĕн икĕ кунĕ _ 13-мĕшĕпе 19-мĕшĕ _ тăван республикăмăрăн историйĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ пулăмпа çырăнса юлчĕ. Малтанхинче республика ертỹлĕхĕн вырăнти влаç тытăмĕн тата хула, район ял тăрăхĕсен депутачĕсен çĕнĕ йышне палăртрăмăр. Сасăлавра суйлавăçсен 58 проценчĕ алла бюллетень илнĕ, вĕсенчен 65,54 проценчĕ хăйĕн сассине Михаил Игнатьевшăн панă. Палăртса хăварар: юлашки 14 çулта республика Президентне (халĕ Пуçлăхне) пĕр-пĕр парти сĕннĕ кандидатурăна Мускав çирĕплетнĕ-тĕк, хальхинче Чăваш Енре пурăнакан халăх шухăш-кăмăлне уççăн палăртса республикăн малашнехи 5 çулти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнчи ытти сферăпа отрасльти ỹсĕмсемшĕн яваплине суйласа илсе çак тивĕçе пурнăçлама Михаил Игнатьева тепĕр хут шанчĕ.

Иккĕмĕшĕ _ Михаил Васильевич тепĕр 5 çула Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама должноçе йышăннине халалланă церемони сентябрĕн 19-мĕшĕнче Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче иртрĕ. Унта Мускавран, Федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсенчен тата ытти çĕртен килнĕ чылай хăна хутшăнчĕ. Йышра _ РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, облаç е республика кĕпĕрнаттăрĕсем, Раççей Геройĕ... Сумлă ытти çынсем.

Михаил Игнатьев должноçе кĕнин церемоние Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов кĕске сăмах каласа уçрĕ, халĕ çеç иртнĕ суйлав пĕтĕмлетĕвĕпе республика ертỹлĕхĕн тилхепине тепĕр хут Михаил Игнатьева шанса панине пĕлтерчĕ. Чăваш Ен Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков хальхи суйлав нихçанхинчен те таса, уçăмлă иртни, çивĕч кĕрешỹре тăватă кандидатурăран Михаил Игнатьев чи нумай сасă пухса çĕнтерни, суйлав протоколне çирĕплетни çинчен каларĕ.

Юрий Алексеевич Михаил Васильевичăн иртнĕ тапхăрти ĕç-хĕлне хакланă хыççăн Чăваш Республикин Конституцийĕн 71-мĕш статйипе килĕшỹллĕн Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тупа сăма- хĕсене аллине республикăн Тĕп саккунĕ çине хурса чăвашла тата вырăсла вуларĕ, унтан хăй çĕнĕ должноçе кĕни çинчен приказа алă пусрĕ. Ю. Попов республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн кăкăрĕ çине çакăн символлă вăчăрине çакрĕ. РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Олег Мельниченко РФ Президенчĕн Владимир Путинăн салам телеграммин текстне вуласа пачĕ. Салам телеграммисем çавăн пекех Раççей Правительствин Председателĕнчен Дмитрий Медведевран, Федерацин Канашĕн тата Патшалăх Думин Председателĕсенчен Валентина Матвиенкоран тата Сергей Нарышкинран, республикăн малтанхи ертỹçисенчен пулчĕç. Варнава Митрополитпа Альбир-хазрат Крганов муфти йывăр та пархатарлă ĕçре çирĕп сывлăх, ăнтăлу, ỹсĕм сунчĕç.

Михаил Игнатьев хăйшĕн сасăланă сулавçăсене пысăк шанăçшăн чĕререн тав турĕ. "Вĕсем мана шаннине тỹрре кăларма вăй-халăма шеллемĕп, унччен пухнă опытпа туллин усă курăп. Тăван Чăваш Ен, Раççей халăхĕсен умĕнче лартнă тĕллевсене пурте пĕрле, пĕр тĕллевпе тăрăшса пурнăçлăпăр", _ терĕ Чăваш Республикин çĕнĕ Пуçлăхĕ хăйĕн пĕтĕмлетỹллĕ сăмахĕнче.

("Хыпар" хаçатран).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика