23 сентября 2015 г.
Районсем хушшинчи "Батыревский" муниципаллă уйрăмĕ районта административлă право йĕркине пăсакансене тупса палăртас, асăрхаттарас тата вĕсене пĕтерес тĕллевпе ятарлă ĕçсем пурнăçлать. Кăçалхи январь _ август уйăхĕсенче ГИБДД подразделенине шута илмесĕр, право йĕркине пăснă 1568 тĕслĕхе тупса палăртнă.
Районти полици сотрудникĕсем обществăлла вырăнта преступлени тăвакансене тата ỹсĕр çỹрекенсене чакарас тĕллевпе сахал мар профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ, тивĕçлисене вара протоколсем çыраççĕ. Çак сăлтавпа йĕрке хуралçисен аллине çакланнă 1574 çын ячĕпе административлă протокол йĕркеленĕ. Вăл шутра РФ КоАПăн 20. 20 стайипе килĕшỹллĕн (алкоголь тата спирт тытăмлă шĕвексене обществăлла вырăнта ĕçнĕшĕн) 16, 2021 статьяпа (обществăлла вырăнта ỹсĕр пулнăшăн) 1138 протокол çырнă.
Ỹсĕрле тăвакан преступленисем, саккунсăр майпа алкоголь продукцийĕсене сутакансем сахалланччăр тесе район полицийĕ ятарлă профилактика мероприятийĕсем те йĕркелет. Маларах асăннă тапхăрта "Контрафакт", "Условник", "Алкоголь", "Надзор", "Должник", "Мак", "Браконьер-Рынок" операцисем иртнĕ.
Мĕнпурĕ йĕркене пăсакансене 579600 тенкĕлĕх административлă штраф панă, вĕсенчен 72 процентне шыраса илнĕ, район судне тивĕçлĕ йышăну тума 184 ĕç янă.
Районта çирĕп йĕрке пуласси ытларах хамăртан килет. Çавăнпа та тĕрлĕрен сăлтавпа усал çул çине тăрасран, административлă Кодексра каланă йĕркене пăсасран сыхланасси _ пирĕн тивĕç.
А. ПЛАТОНОВА, районсем хушшинчи "Батыревский" муниципаллă уйрăмĕн инспекторĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)