23 сентября 2015 г.
Вадим Николаев, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ:
"Михаил Васильевич çак ăмăртура çĕнтернĕ пирки питĕ савăнтăм эпĕ. Чăваш халăхĕ чăнах та тирпейлĕ, вăйлă çынна суйларĕ хăйĕн пуçлăхĕ пулмашкăн. Ĕçлес пирки мĕн каласшăн сире _ ку таранччен ĕçлесе пыни вăл пирĕн кая юлмасть, вăл малашлăхра фундамент хунă пек пултăр. Çавăнпа та каласшăн ĕнтĕ, халиччен ĕçлесе пынине лайăхлатса пырас, халăхпа пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе пымалла пултăр. Пурнăçлассине шанатăп, мĕншĕн тесессĕн Михаил Васильевич вăй илсе пырса чăн-чăн ертỹçĕ пулса тăчĕ, халăх ертỹçи.Çавăнпа та савăнатăп, вăй пултăр унăн, сывлăхĕ пултăр, лартнă тĕллевсене туса пымалла пултăр".
Николай Гаврилов, Раççей Геройĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ çынни:
"Паян чăваш çĕрĕ çинче паллă кун. Пирĕн Республика Пуçлăхĕ каллех Михаил Васильевич Игнатьев. Михаил Васильевич хăйĕн пĕрремĕш срок вăхăтĕнче хăйĕн ĕçне кăтартрĕ, унăн вăйлă команда пулчĕ. Малашне пирĕн республика тата та çĕнĕ çĕнтерỹсем туса илет тесе шутлатăп".
Вера Кузьмина, СССР халăх артистки:
"Ман шутпа Михаил Васильевич Игнатьева суйлани _ питĕ чыслă, сумлă. Вăл ĕçлеме пултаракан çын, вăйпитти арçын-ха, çамрăк. Искусствăра та, театрсене те пулăшасса ман шанас килет. Ман шутпа, Михаил Васильевич пирĕн çав тери тивĕçлĕ çын".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)