АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрманçăсем _ уявра

23 сентября 2015 г.

 Иртнĕ шăматкун, сентябрĕн 19-мĕшĕнче, республикăри вăрманçăсем хăйсен професси уявне паллă тума Шăмăршăри культура çуртне пуçтарăннă. Республикăри Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ А. Яковлев вăрман хуçалăхĕсен пĕлтĕрхи кăтартăвĕсемпе тата малашлăхри тĕллевĕсемпе паллаштарнă. Çавăн пекех вăл пурне те шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав тунă, ĕçре палăрнисене республика, Раççей шайĕнчи Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе наградăланă. Шăмăршă вăрман хуçалăхне, Чăваш Енри чи аслисенчен пĕрне, учреждени пуçланса кайнăранпа 90 çул çитнĕ май преми парса хавхалантарнă. Мероприятин иккĕмĕш пайĕ _ спартакиада _ пирĕн районти "Хĕвеллĕ" уçланкăра иртнĕ. Унта вăрманçăсем тĕрлĕ ăмăртура хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Ĕçре кăна мар, спортра та хастаррине тепĕр хут çирĕплетнĕ. Чи вăйлисем Йĕпреçсем пулнă. Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн коллективĕ иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ

. (Хамăр корр.).

Пĕлме

Пĕтĕм Раççейри "Симĕс патруль" общество организацийĕ Раççей регионĕсен экологи рейтингĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. 2015 çулхи çуллахи мониторинг кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен экологи тĕлĕшĕнчен питĕ яваплă республикăсен ТОП-10 йышне кĕнĕ, списока 8-мĕш вырăн йышăннă. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, ку кăтарту хĕллехи рейтинг кăтартăвĕсенчен пĕр пункт çỹлĕрех.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика