АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эсир старта тăма хатĕр-и?

26 сентября 2015 г.

 ЫРАН, сентябрĕн 27-мĕшĕнче, Раççейре чупу кунĕ иртет. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче физкультурăпа спорта тĕп вырăна хуракансем, сывă пурнăç йĕркине хапăл тăвакансем тата ыттисем те пин-пин спортсменсемпе пĕр харăс, шăп та лăп 12 сехетре старта тăрĕç.

Ытти чухнехи пекех Патăрьел тата Тăрăн ял тăрăхĕсенчи хастарсем район центрĕнчи "Паттăр" стадионта, ыттисем вара кашнийĕ хăйсен территорийĕсенче пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва ирттерсе ярĕç.

Юлашки çулсенче пирĕн районта массăллă спорта уйрăм хастарсем, çемьесем, аслăрах çулсенчи хисеплĕ çынсем те явăçаççĕ. Шанас килет, кăçалхи "Наци кросĕнче" те тĕрлĕ çулти спортсменсем хăйсен рекорчĕсене çĕнетĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика