26 сентября 2015 г.
ХАЛЬХИ вăхăтра ялсенче качака усракансем нумайлансах пыраççĕ. Район центрĕнче те кĕрĕк аркине тавăрнă каçăр "пиччесем" ытларах курăнма пуçларĕç. Сĕчĕ тĕхĕмлĕ те усăллă-çке! Уйрăмах _ пĕчĕк ачасем валли. Сухаллă выльăха кĕтĕве ярсан е кăкаркăçра тытсан нимех те мар-ха...
Акă, район центрĕнчи Ленин проспектĕнчи 55-мĕш çурт умĕнчи пахчари чечексене кăчăр-качăр качака кĕрсе кайса йăлтах амантса, кăшласа пĕтернĕ. Юлашки ăшă та хĕвеллĕ кунсенче çеçкесем иртен-çỹрене самай савăнтаратчĕç-ха. Халĕ вара тунисем çеç лараççĕ. Качакаран хур курнă хĕрарăм ахальтенех тархăса калаçмасть ĕнтĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)