26 сентября 2015 г.
Сентябрĕн 13-мĕшĕнче республикăра политикăллă пысăк пĕлте- рĕшлĕ мероприяти _ Чăваш Енĕн Пуçлăхĕн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртрĕ.
Авăнăн 23-мĕшĕнче районти депутатсен Пухăвĕн çĕнĕ йышĕ ĕçе пуçăнчĕ. Лару ĕçне районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсемсĕр пуçне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров, Н. Глухов, районти прокурор пулăшуçи В. Ягудин, ял тăрăх пуçлăхĕсем, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисем, орагнизаци, предприяти, мĕнпур харпăрлăх формиллĕ учреждени ертỹçисем хутшăннă.
Район Уставĕпе килĕшỹллĕн пĕрремĕш ларăва Сителĕнчи пĕр мандатлă 18-мĕш округра депутата суйланнă çулĕпе чи аслă "халăх тарçи" Дмитрий Петрович Выросов уçнă. Малтанах районти территори суйлав комиссийĕн председателĕ Наталья Емелина Республика Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕн итогĕпе паллаштарнă.
Мĕнпурĕ районĕпе вырăнти самоуправлени органĕсене 235 депутат суйланнă, вăл шутра район Пухăвĕн депутачĕсем _ 24ăн. Наталья Васильевна суйланнă депутатсене пурне те саламланă, удостоверенисем панă.
Пĕрремĕш ларура йĕркелỹ ыйтăвĕсем тĕп вырăнта пулнă. Районти депутатсен Пухăвĕн йышĕнчен район пуçлăхне _ районти депутатсен ертỹçине хальхинче те Первомайскинчи 19-мĕш округпа нумай сасă пухса çĕнтернĕ Михаил Петрова, унăн çумĕ пулма та каллех Петр Перепелкинах шаннă.
Полномочи срокĕ пĕтнĕ май район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама чарăннă. Николай Иванович ларура юлашки пилĕк çулта пĕрлехи вăйпа пурнăçланă ĕçсем, малашлăх плансем пирки чарăнса тăнă, пурне те пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлесе пынăшăн тав тунă.
Депутатсен çĕнĕ йышĕпе ирттернĕ ларурах тĕрлĕрен йышăну проекчĕсене те çи рĕплетнĕ.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)