АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăхсене сивĕ хĕл хăратаймĕ

26 сентября 2015 г.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче фермăсенче хĕле мĕнле кĕтсе илме хатĕрленнине ятарлă комисси тĕрĕслесе çỹрерĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне тимлĕх çителĕклĕ уйăракан хуçалăхсен фермисене кĕрсе тухма яланах кăмăллă. Вĕсенче хăть çулла, хăть хĕлле _ таса та тирпейлĕ. Акă, Патăрьелĕнчи "Батыревский" пĕрлешĕвĕн çĕнĕ витисенче санитари кунĕсене тусах тăни тỹрех сисĕнет. Киввисене те тултан та, шалтан та шуратса хунăран аякранах курăнаççĕ. Ĕнесем, пăрусем патĕнче те стенасене дезинфекциленĕ. Ăçта мĕн юсамалла _ тирпейлесе хунă. Выльăх апачĕ тĕлĕшĕнчен те йывăрлăх çук: сенаж, утă, улăм çителĕклĕ янтăланă. Çавăн пекех "Красное знамя" хуçалăхра та хĕле кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленнĕ. Пĕлтĕр хута кайнă витере ĕçлеме пур услови те çителĕклĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче тунисенче те çĕмрĕлнĕ чỹречесене поликарбонатпа улăштарнă. Транспортерсене пăхса янă. Сăкăтсемпе Патăрьелсене сивĕ хĕл хăратаймĕ.

Туçа ял тăрăхĕнчи "Звезда" хуçалăх пирки те начар сăмах калама çук. Фермăсене çулленех лайăх юсаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем юлашки çулсенче районти акатуйра выльăх-чĕрлĕхрен лайăх продукци илнĕшĕн Хисеп грамотипе ыр сăмаха тивĕçеççĕ. Унпа юнашарти "Тойсинская" агрофирмăра та выльăхсем тăракан хуралтăна тирпейленĕ. Утă-улăм çителĕклĕ янтăланă. Çĕнĕ Ахпỹртри "Родина" кооперативра, "Корма" агрофирмăра та витесене хатĕрлесе çитернĕ.

Районта кашни çулах çĕнĕ фермăсем хута каяççĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле "Исток" агрофирмăра 400 ĕне вырнаçмалăх витен пĕр пайĕ ĕçлеме пуçăнмалла. Хальлĕхе вара унта строительсем çине тăрсах тăрăшаççĕ. Хуçалăхра ытти хуралтăсене те юсаса пĕтернĕ.

Пăлапуç Пашьелĕнчи "Булинская", Шăхачри "Мир" хуçалăхсенче фермăсене юсама пикеннĕ, анчах акнă-лартнă культурăсене пуçтарса кĕртиччен чарса хума тивнине, çывăх кунсенчех ĕçлеме пуçăнассине пĕлтерчĕç С. Чаданов тата А. Иванов ертỹçĕсем.

Ют йыт-качка кĕресрен карта тытса çаврăннă территоринче "Труд" кооперативăн ĕне ферми таçтанах шап-шур курăнать. Шалта та юсав ирттернĕ. Апат памалли хатĕрсене çĕмрĕлнисене çĕннисемпе улăштарнă. Хĕл каçа каяшпа пĕтнĕ урайĕнчи хăш-пĕр вырăнсене тепĕр хут бетонпа сапланă. Шыв башнине те "сипленĕ". Сăмах май, хуçалăхра виçĕм çул пĕр витене, пĕлтĕр теприне реконструкциленĕ.

Çулла кун вăрăм пулсан та вăй хумалли нумай çав. Çĕр ĕçченĕн пĕр ĕçĕ вĕçленнĕ çĕре тепри хатĕр тăнăран хăш-пĕрин патне алă вăхăтра çитмест. "Первомайск" кооперативра та витесене юсама йăлтах хатĕрлесе хунă, стенасене шуратма акшар çăнăхне илсе килнĕ. Çĕр улмине пуçтарса пĕтерсенех ятарлă бригада ĕçе пикенĕ.

"Малалла" ял хуçалăх эртелĕнче фермăра улшăнусем чылай пулнă. Кунта маччан çĕрнĕ хăмисене улăштарнă, урайне бетон сарнă. Çамрăк пăрусене хупмалли клеткăсене те тирпейленĕ. Ĕнесем çуллахи лагерьте тăнăран, вите самаях типнĕ, уçăлнă.

Районти фермер хуçалăхĕсенче сивĕ хĕле кĕтсе илме тĕплĕ хатĕрленнĕ. Шăнкăртамри Р. Бикчурин, Çĕньялти Денисов, Именкассинчи И. Шарафутдинов, Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермерсем витесене юсанă, шуратса дезинфекциленĕ. Апат та çителĕклĕ янтăланă. Çавăн пекех выльăх йышне ỹстерме те палăртаççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, пур хуçалăхра та яваплăха туйнине, фермăсене юсасси патне тимлĕх уйăрма тăрăшнине палăртрĕç комисси членĕсем.

О. ПАВЛОВА.

"Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче 3418 пуç ĕне-выльăха, вăл шутран ĕне _ 1459, 11284 пуç сыснана шута илнĕ".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика