АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Статистика сăнавĕ Иртет

26 сентября 2015 г.

 2015 çулхи октябрĕн 1-31-мĕшĕсенче федераллă статистика сăнавне_ халăхăн микроçыравне ирттереççĕ. Çак тапхăрта Раççей Федерацийĕн мĕнпур субъектĕнче, çав шутра Чăваш Республикинче те, федераци суйласа илнĕ статистика сăнавĕ _ халăх çыравĕ иртет.

Асăннă мероприяти халăхăн черетлĕ çырăвĕнчен çĕршывра пурăнакансен хальхи лару-тăрăвĕ тĕлĕшпе социаллă-демографин уйрăмах пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕсене пухма май парать. Çынсене ятран хỹтĕлемелли, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентỹ пулăшу пахалăхне ỹстермелли мерăсене туса хатĕрленĕ чухне вĕсемпе усă курĕç.

Çак тĕллевпе пирĕн республикăра 60 участок уçăлать. Вĕсенче 24 пине яхăн çынна е халăхăн 1,9 процентне тишкереççĕ. Кампани республикăри мĕнпур хула-районта иртет. Шутлав участокĕсене 9 хулапа 38 ялта вырнаçтараççĕ.

Патăрьел районĕнче халăх микроçыравне Алманчăра тата Çĕньял ял тăрăхĕнчи Çăл Атăкра вырнаçнă 2 шутлав участокĕнче ирттереççĕ. Халăха шута илме тытăннă самант 2015 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче 0 сехетре пуçланать. Ытти çыраври пекех çынсенчен вĕсем ялан пурăннă вырăнта ыйтса пĕлеççĕ. Çакă регистрацие тăнă адреспа тỹр килмесен те пултарать.

Çыравçĕсене ятарлă удостоверени параççĕ. Асăннă документ паспортпа пĕрле кăтартсан кăна вăйра пулать. Унсăр пуçне çыравçăн кăвак тĕслĕ портфель, çутăна каялла яракан тата "Росстат" тесе палăртнă браслет пулать.

Çакнашкал мероприятие ирттернин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри _ пĕтĕм Раççей халăхĕн черетлĕ çырăвĕ вăхăтĕнче кил хуçалăхĕсем тата вĕсен членĕсем пирки кăтартусем пухнă чухне усă курма палăртнă çĕнĕ меслетсене тĕрĕслесе пăхасси. МПН_2015 программине тĕрлĕ темăпа 28 ыйту кĕртнĕ. Микроçырав пĕтĕмлетĕвне официаллă йĕркепе 2016 çулхи тăваттăмĕш кварталта ирттереççĕ, 2017 çулта вара пичетлеççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика