АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулшăн çулланнисем те, çамрăксем те савăннă

30 сентября 2015 г.

ÇАК кунсенче Ыхра Çырминчи Тукай урамĕнче пурăнакансемшĕн чăн-чăн уяв пулнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ялсенче сахал куçăмлă автоçулсене йĕркене кĕртмелли Указĕпе килĕшỹллĕн 1,33 çухрăм тăсăлакан çула, ялăн икĕ пайне çыхăнтаракан кĕпере, çул айккисемпе шыв юххисене питĕ кĕске вăхăтра _ пĕр уйăхра тенĕ пекех туса, тирпейлесе пĕтернĕ "Строймонтаж" строителĕсене тав тума ун чухне те халăх йышлă пуçтарăннă. Чыслă мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Иван Моторин хутшăнса ял çыннисене хисеп туни те кăмăллă.

Шăтăк-путăк çулсемпе çỹресе самай нушаланнă çынсем паян кун та хăйсен ырă туйăмне пытараймаççĕ-ха. Çак тĕллевпех ĕнтĕ Ишеккассинче пурăнакансен (чăвашла çапла калаççĕ-мĕн урама) ячĕпе Р. Вахитов пирĕн хаçат редакцине кăмăллă çыру шăрçаланă, унта вĕсем ял тăрăх пуçлăхĕ А. Айбетовпа Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕн ертỹçине пысăк ĕçшĕн тав тунă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика