АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр пĕрре, асапĕ нумай

30 сентября 2015 г.

Кĕркунне, пĕрремĕш тăмсем ỹксен, хура пилеш те питĕ тутлă. Çăварта кăшт тăкăскăрах пулсан та, çиме лайăх. Çулла вара ăна хыпма та çук _ сĕткенсĕр çырлана çăтса яраймасăр нушаланатăн. Пилеш Тури Чакăри Матĕрне аппан пурнăçĕпе пĕр пекрех туйăнса кайрĕ. Çак сарлака та анлă пурнăç çулĕ ăна валли терт-нушине те, хуйхи-суйхине те çителĕклех хатĕрленĕ. 84-ри кинемей каласа панине итлесе ларнă май ирĕксĕрех шухăшлатăн: мĕнле чăтнă-ши? Ăçтан вăй-хăват çитернĕ-ши? Ĕçпе хытса пĕркеленнĕ аллипе кĕрпекленнĕ пĕр-ик пилеше татса илчĕ те Матрена Сергеевна Ильина, ялти пек каласан Матĕрне аппа, çăварне хыпрĕ. Унтан лайăхах çыхнă симĕс тутăрне кăшт тирпейлерĕ те: "Халь хам пурнăçри чылай саманта ас тумастăп çав... Çулĕ те пур та ĕнтĕ... Эп мĕн курнине, тỹснине урăх никамăн та курмалла ан пултăрччĕ", _ терĕ.

Эп те пулнă теççĕ, пĕчĕккĕ тахçан...

Ачалăх... Матĕрне аппан вăл пулнă-ши? Пулнă, паллах. Вăл та ыттисем пекех сăпкара та сикнĕ, çара урран та хăваламалла вылянă. Анчах çити-çитми пурнăç пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçтарнă. Чир-чĕрĕ те выçăллă-тутăллă пурăннă пирки юнашарах çỹренĕ. Тăван ялĕнчи шкулта виççĕмĕш класра вĕреннĕ чухне тифпа вăйлă аптăранă. Вăл питĕ йывăр выртнипе тата час чĕрĕлейменнипе ура çине тăрасса та шанман. Тăраниччен ыраш çăнăхĕнчен çăрнă салма яшкине те çиеймен те ĕнтĕ, ăçтан вăй илĕн? Сывалса çитсен вара пĕлỹ илесси пирки шухăшламан та. Ăна валли майĕ те пулман. Çитмен пурнăçран тарас, ачисене выçлăхран хăтарас тесе ашшĕпе амăшĕ 4 ачине илсе вербовкăпа тухса кайнă. Ма тĕрнене вара амăшĕн аппăшĕ патне тăратса хăварнă. Лешĕн хăйĕн ачи пулманнипе хаваспах илсе юлнă. Ĕне те усранăран сĕтне те çитернĕ.

Час-часах эпир нушаран тарма пăхатпăр. Вăл вара пиртен маларах çитет тет те: "Эп çитрĕм, эсир те килтĕр-им?" _ тесе калать, тет. Матĕрне аппан çывăх çыннисен те çаплах пулнă. Вĕсем ĕмĕтленнĕ пек ют тăрăхра тырри те кашласа ларман, укçине те енчĕкĕ-енчĕкĕпе тыттарман. Ирĕксĕрех каялла таврăнма тивнĕ. Нушалана-нушалана, тавар турттаркан поездсемпе çеç килнĕ. Тăван кĕтессе урăх курасса та вĕсем ун чухне сунман. Унтан çĕршывшăн хăрушă та хаяр кунсем çитнĕ _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Кăшт самайланма пуçланă пурнăç кутăн-пуçăн çаврăнма пикеннĕ. Иртен пуçласа каçчен ĕçленĕ пулсан та çул çитмен ачасене çур куншăн кăна патак лартнă. Йĕмен, нăйкăшман вăхăт çитичченех пысăкланнăскерсем.

Çип ăçтан çинçерех, çавăнтан татăлать. Матĕрне аппан амăшĕ ачисене пурнăç çулĕ çине кăларса ĕлкĕреймесĕрех _ 42 çултах _ ĕмĕрлĕх тĕнчене куçать. 9 çул арçын йăх тăсаканĕсене пĕчченех пăхать. Урăх хĕрарăм тĕпренчĕкĕсене юратмасран хăранă-ши _ халь тин никам та татса калаймасть. "Çулла, çăкана сĕткен кĕнĕ вăхăтра лесниксенчен вăрттăн пушăт ха- тĕрлеттĕмĕр. Вăл вăхăтра милĕк те касма юрамастчĕ вĕт-ха... Хĕлĕпе вара атте çăпата хуçатчĕ. Эпĕ вĕсене кутамккаласа Кушкă (Елчĕк районĕ) пасарне сутма илсе каяттăм. Инçе çула çуран тухма та хăраман-ши? Пурнăç янă та ĕнтĕ, каймаллах пулнă. Хăш чух атте те пĕрле пыратчĕ. Ун чухне кĕрпе, çĕр улми туртса килеттĕмĕр, _ тет Матĕрне аппа иртнĕ кун-çулне сыпăкăн-сыпăкăн аса илнĕ май.

Ватлăхри телей

Шăтăклă шăрçа çĕрте выртмасть, теççĕ. Матрена Сергеевна çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕпе, Иван Ильичпа, çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăр пĕрлешсенех Çĕпĕре сухăр юхтарма тухса кайнă. Унта пĕр тапхăр вăй хунă хыççăн тăван тăрăха каялла таврăнаççĕ. Анчах ăçта пурăнмалла? Малтанласа Матĕрне аппан ашшĕ хĕрĕпе кĕрỹшне йышăнать. Çулталăкран уйрăлса тухса çурт лартаççĕ.

_ Хам ĕмĕрте икĕ хутчен пỹрт тума тиврĕ. Пĕрремĕшне йывăçран хăпартнăччĕ. Ун чухне 100 кубометр йывăç кассан пиллĕкĕшне хамăра паратчĕç. Çавăншăнах вăрманта ĕçлерĕмĕр. Кайран çĕнетес терĕмĕр. Ишлĕре кирпĕч завочĕ пурччĕ: 20 пин кирпĕч кăларсан 21-не илсе кайма юратчĕ. Пинĕшĕ 40 тенкĕ тăратчĕ. Икĕ çул çăвĕпе унта вăй хутăмăр. Ирхине-ирех тăрса ачасене валли апат пĕçерсе хăвараттăмччĕ те упăшкапа вăрман витĕр Ишле каяттăмăр, _ терĕ салтак арăм аса илỹ çăмхине тăсса.

Ултă ача çуратса ỹстернĕ Ильинсем. Матĕрне аппа пĕр пепкине те чĕрçи çине лартса сиктерсе курман. Ялан çитмен пурнăçа çитерес тесе ĕçленĕ. Вырма вăхă тĕнче мăшăрĕпе Куйбышев облаçĕнчи "Восток" хуçалăха ĕçлеме çỹренĕ. Алă- ура çавăрма пуçланă вăхăтра ĕнерхи салтак вăхăтсăр куçне хупнă. 27 çул çеç пĕрле пурăннă вĕсем. Чăтнă, тỹснĕ хĕрарăм, ачисене ура çине тăратнă.

Сисмесĕрех кунсем иртнĕ, çулсем шултăраланнă, ватлăх алăкран шаккамасăрах кĕрсе тăнă. Матĕрне аппа халь паянхи пурнăçĕпе савăнать: ачисем пăрахмаççĕ, кăмака хутмалла мар, пенси параççĕ... Апла пулсан _ вăл телейлĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика