30 сентября 2015 г.
Пассажирсен çул-çỹревне май килнĕ таран хăтлă тăвасси _ акă мĕнле тĕллеве чи малти вырăна хурать "Попутчик" ООО. Теçетке çул ытла ĕнтĕ (пĕрремĕш маршрут çула тухнăранпа шăпах çакăн чухлĕ вăхăт иртрĕ) ăна çак ĕçре çĕнĕ технологисем, çĕнĕ майсем пулăшса пыраççĕ.
Компани автобусĕсемпе инçе çула тухакансен ансатлăхĕшĕн "Попутчик" ООО трансфер-пулăшу сĕнет. Çакă Мускавра тата Мускав облаçĕнче пассажирсене палăртнă вырăна çитме май парать. Вĕсен йывăр багажпа пĕр метро станцийĕнчен теприн патне çỹреме, электричка, автобус е маршрутлă такси чарăнăвне мĕнле çитесси пирки шухăшлама тивмест. Автобуса кĕтсе илнĕ хыççăн клииентсене микроавтобуссемпе тата çăмăл автомашинăсемпе Мускав хулипе облаçĕн районĕсене МКАДран 50 км тăршшĕнче тĕп магистральсемпе вырăна çитереççĕ. Çавăн пекех тĕп хулапа облаçрен çула каялла туханасене автобус хускалакан çĕре илсе çитерессине те йĕркеленĕ. Палăртнă вырăна хăвăрт, ансат тата чăрмавсăр çитме компани менеджерĕсемпе кăна çыхăнмалла.
Эрне сиктерсе тенĕ пекех Мускава тата çак маршрутпах каялла çỹрекен Андрей Иванов акă пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ "Попутчик" ООО автобусĕсемпе кăна çула тухать. "Билет туянмашкăн ĕçе пăрахса вокзала чупаймастăп, вăхăт ахаль те питĕ хĕсĕк. "Попутчик" ООО вара клиентсене ăна кирек хăш вăхăтра та Интернет урлă он-лайн мелпе банк картипе туянма май туса панă _ автобус каякан вырăн ăçта пулни те пĕлтерĕшлĕ мар", _ тет ансатлăхпа хăтлăха хаклакан пассажир.
Организаци сĕнекен майсем пирки каласа панă хыççăн, ахăртнех, хăшĕ-пĕрин пĕр-пĕр мероприяти валли транспорт хатĕрне арендăна илес шухăш та çуралчĕ-тĕр. "Попутчик" ООО операторĕ Людмила Шепилова пĕлтернĕ тăрăх, çакăн пек сĕнỹпе усă курас текенсем йышлансах пыраççĕ. "Аякри тăрăха туя çитмелле-и, уява е юбилее-и, истори вырăнĕсенчи çул çỹреве тухмалла-и _ пурин ыйтăвне те тивĕçтерме тăрăшатпăр. Заказсене пурнăçлама пирĕн паркра 19-тан пуçласа 70 таран вырăнлă бизнес класлă "Мерседес-Бенц Спринтер" микроавтобуссемпе автобуссем пур", _ тет вăл. Тĕплĕнрех çак телефонпа ăнлантараççĕ: 8-917-677-77-00.
Çакна та палăртмалла: билет сутакан пунктсене Ногинск хулипе Малая Дубна поселок çывăхĕнчи М7 трасса çинче те йĕркеленĕ.
Ĕç вырăнне шыракансене "Попутчик" ООО Кукеç поселокĕнчи автослесарь вакансине сĕнет. Лайăх ĕçлекенсене пысăк ĕç укçи илме май пур.
Тĕплĕнрех çак телефонпа шăнкăравласа пĕлме пултаратăр: 8-917-651-55-38. Кăсăклантаракан пур ыйту пирки те тĕплĕн 8-908-307-74-00 телефон номерĕпе ыйтса пĕлме май пур, сĕнỹсене вара poputchik.21@mail.ru электрон адреспа йышăнаççĕ.
Пĕтĕмпех пассажирсен хăтлăхĕшĕн!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)