03 октября 2015 г.
АВĂН кĕркуннехи уйăх пулсан та, ăшă та уяр кунсемпе пуян пулчĕ. Районти пушар надзорĕн сотрудникĕсемшĕн вара сентябрь çак сăлтавпа çеç палăрса юлман. Районти "01" службăн аслă инспекторĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ уйăхра çеç пирĕн районта пилĕк хутчен вутпа куçа-куçăн кĕрешме тивнĕ! Хăрушă инкек Сăкăтра, Пăлапуç Пашьелĕнче, Кивĕ Катекре, Ыхра Çырминче тата Туçара сиксе тухнă. Инкекĕ _ пĕр, сăлтавĕсем _ тĕрлĕрен. Вĕсенчен икĕ тĕслĕхĕнче вара аслисем хăйсен ачисене, мăнукĕсене пĕччен пăрахса хăварни, вĕсем шăрпăкпа ашкăнни. Юрать-ха, пушар синкерлĕхпе вĕçленмен.
Шăрпăк _ ачасемшĕн тетте те, астармăш вăйă вылямалли хатĕр те мар. Ашшĕ-амăшĕпе çемьери ытти аслă çынсен шăпăрлансене çакăн пирки çирĕпех ăнлантармалла. Чи пĕлтерĕшли вара _ инкек патне илсе пыма пултаракан япалана вĕсен алли айне е куçĕ тĕлне хумалла мар.
Çак кунсенче районта чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕллевпе тимлекен комисси ларăвĕ иртнĕ, унта шăпах маларах асăннă çивĕч ыйтусене те хускатнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)