АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асра та юлĕ, ĕçре те пулăшĕ

03 октября 2015 г.

 Ĕç кашни çыншăнах хавхалану, пурнăç тĕрекĕ, ырă малашлăх тесе калас килет. Журналист перине алла илни, хаçат редакцийĕн çăмăл мар "лавне" кỹлĕнни нумай вăхăтах мар пулин те, хамăн творчество шайĕнчи ăсталăха аталантарас, аяк-ри ĕçтешсен ĕç опытĕнчи ырă енĕсене хамăр ĕçре усă курас тĕллевпех Воронеж хулинче йĕркеленĕ "Региональная пресса в условиях кризиса: как выйти победителем" уçă медиафорума хутшăнма республикăра тухса тăракан массăллă инфомаци хатĕрĕсен тĕп редакторĕсемпе тата республикăри информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин представителĕсемпе инçе çула тухма хапăл турăм. Пысăк пĕлтерĕшлĕ форум икĕ куна тăсăлчĕ, çавра сĕтел тавра тухса калаçнă пысăк шайри калем ăстисен пархатарлă опычĕ, пултарулăхĕ, маçтăрлăхĕ чылай журналиста тĕлĕнтерчĕ çеç мар, усăллă та иртрĕ.

Медиафорумра РФ журналистсен Союзĕн секретарĕ В. Касютин, Д. Федечкин медиаменеджер, РФ журналистсен Союзĕн Воронежри уйрăмĕн председателĕ З. Грязева, Ломоносов ячĕллĕ МГУри журналистика факультечĕн деканĕ Е. Вартанова, "Пĕрремĕш канал" телепередачăн информаци кăларăмĕсен комментаторĕ А. Верницкий, "Вечерняя Москва" хаçат редакторĕ А. Куприянов, "Почта России" ФГУПăн департамент ертỹçи Д. Усанов тата ыттисем те тухса калаçрĕç, массăлă информаци хатĕрĕсен паянхи пĕлтерĕшĕ пирки сăмах пуçарчĕç, умра тăракан тĕллевсене çивĕчлетрĕç.

Маншăн Чăваш Енте тухса тăракан район хаçачĕ- сене аякри ентешсем, тĕрлĕрен экспертсем, критиксем хăйсен куçĕпе хак пани питĕ кăмăллă пулчĕ. Мастер-класс пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Иккĕмĕш кунхине пичет саккунĕнчи çĕнĕлĕхсене тишкерни те пурин кăмăлне те кайрĕ, хăнăхнă йĕркепе хаçатра тума пултаракан йăнăшсем пирки чылай çивĕч калаçусене итлерĕмĕр. Урăхла каласан, калем ăстин пери çивĕч пулсан та асăрханмалли, шута илмелли самантсем самай нумай. Вулакан патне çитерекен информацишĕн автор хăй яваплă. Сăмах май каласан, автор прави, ирĕкĕ пирки те медиафорумра чылай çивĕч калаçу пулчĕ.

Шанас килет, ĕçлĕ çул çỹрев пирĕн редакцинчи творчество ушкăнĕшĕн те, вулакансемшĕн те усăллă пулĕ, ырă шухăшсем "Авангарда" сăнĕпе те, "ăсĕпе" те пуянлатма çеç пулăшĕç.

Н. МАЗЯКОВА, хаçатăн тĕн редакторĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика