03 октября 2015 г.
Сывлăх _ чи хаклă, чи кирлĕ пуянлăх. Ăна укçалла илеймĕн. Çавăнпа та сывлăха ачаран упрамалла. Çакна тĕпе хурса 18 çул ĕçлетĕп эпĕ Патăрьелĕнчи "Хĕвел" ача садĕнче.
Çитĕнекен ăру сывă та тĕреклĕ, обществăна юрăхлă пулса ỹстĕр тесен нумай тăрăшмалла. Халĕ çĕнĕ йышши инноваци технологийĕсемпе усă курма май пур чухне ĕçлеме те кăмăллă. Акă, пирĕн садикри ачасем Л. Ласточкинан "Хатха-йога" мелĕсене питĕ килĕштереççĕ. Ку меслет пĕчĕкскерсене чĕр-чунсен, çил çинчи йывăçсен хусканăвĕсене туса шăм-шакĕсене çирĕплетме пулăшать (ỹкер чĕкре унăн саманчĕ). Упражненисем тунă чухне тĕрĕс сывлани те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çаксене тума А. Стрельникован "Дыхательная гимнастика" ятлă хăнăхтарăвĕсем пулăшаççĕ.
Спортпа туслă пулни ачасене сывлăх енчен çирĕп, тĕрек- лĕ ỹт-пỹлĕ пулма май парать. Çавăнпа та эпĕ вĕсене тĕрлĕ спорт вăййи йĕркелесе паратăп, районта иртекен ăмăртусене те хутшăнатпăр. Мероприятисене ашшĕ-амăшне те явăçтарма тăрăшатăп. Кашни çулах "Атте, анне тата эпĕ _ спорт çемйи" ятлă ăмăрту йĕркелетĕп. Ку мероприяти çемьесене тата та çывăхрах пулма, йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерме пулăшать.
Л. ВЕРЕВКИНА, физкультура инструкторĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)