03 октября 2015 г.
Пĕр çыннăн çапла пысăк ĕмĕт пулнă: ялта пĕр пĕчĕк çурт илес, çĕр çинче çимĕç паракан йывăçсем ỹсчĕр... Çурчĕ вара пĕр-пĕр юханшыв умĕнче вырнаçтăр, кантăкĕнчен илемлĕ тавралăх курăнтăр.
Вăл вăкăр пекех ĕçленĕ, ĕмĕтне пурнăçа кĕртме укçа пуçтарнă. Укçи-тенки пухăннă пек пулсан çурт пăхма хуларан яла каять. Хаçатсенче пĕлтерỹсем вулать, сутуçсемпе тĕл пулать, юлашкинчен ĕмĕчĕ пурнăçланать, çỹллĕ шыв хĕрринче, çỹллĕ сăрт çамкинче çĕр вырăнĕ тупать. Пỹрчĕ пит пысăках та мар, вырăнĕ илемлĕ!
Ĕçлĕхлĕ çын çийĕнчех çуртне юсанă, картисене сăрланă, йывăçсем çинчи хăрнă туратсене иртнĕ, тунисене шурă акшарпа шуратнă. Çут çанталăк та ĕçчен çын майлă пулнă: кĕркунне хитре пан улмисем çитĕннĕ, груша та тухăçпа савăнтарнă, шар евĕр пысăк кавăнĕсем те йышлă.
Харсăр та ĕçчен çыннăн çĕр лаптăкĕпе юнашарах тепĕр кỹршĕ пурăннă. Вăл кахал та ĕçлеме юратманнине таврара пурăнакансем те пĕлнĕ. Унсăр пуçне питĕ кĕвĕç чунлă пулнă. Вăл пуянсем валли пурте пĕлĕтрен ỹкет, чухăн валли нимĕн те çакланмасть тесе шутланă. Кỹршĕ ĕçпе тăрмашнине курсанах ăна хур тума тăрăшнă: карта урлă çỹп-çап ывăтнă, хăмисене хăпăтнă, кирлĕ пулсан вилнĕ йĕкехỹрене алăкĕ патне пырса хунă тата ытти те. Çапах та тепĕр кỹрши нимĕн пулман пек çỹп-çапне пуçтарать, карта хăмине те çапса хурать... Урăхла каласан, вăл хăйĕн пурнăçланнă ĕмĕчĕпе киленет. Ирсерен тăрсан чỹречине уçать, шыв хуллен юхнине итлет, сар хĕвел тухнипе савăнать, хăйĕн сачĕшĕн, çутçанталăк ырлăхĕшĕн хĕпĕртет.
Пĕррехинче ырă кăмăллă та ĕçчен кỹршĕ ирпе-ирех çывăрса тăрсан крыльца çинче таса мар шывпа тулли витре ларнине сăнать. Каллех _ усал кỹршĕн ĕçĕ! Ỹркенмест, çак витрене çуса тасатать те унта ылтăн евĕр сарă тĕслĕ панулмисене татса тултарать, ăна кỹрши патне каçса парать: "Тыт кỹршĕм! Кам мĕнпе пуян, вăл çавăнпа пайлашăнать!" _ тет кăмăллăн
. Урăхла каласан, хăвна чулпа перекене те ваттисем çăкăрпа тавăрма хушнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)